Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиллине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Шӑрши-марши ан пултӑр пирӗн кил-ҫуртра! — ҫиллине тӳсеймесӗр четрекен тутине аран хускаткаларӗ Хумкка мучи.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшманӗ хирӗҫ чӗнменни пушшех тарӑхтарчӗ ҫиллине ниҫта чикеймен Хумккӑна: — Пӗлетпӗр эсӗ камне, кунта мӗн сӑлтавпа килнине те пӗлетпӗр, — ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса шӑртланчӗ вӑл.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиллине шӑнараймасӑр айӑпсӑр йытта та ятларӑн.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӗ халӑх умне ӳксе, ҫынсен ҫиллине кӑштах та пулин ҫемҫетес…

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑше хута кӗни Якурӑн ҫиллине татах вӗскӗртрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрача ҫурални ун ҫиллине татах ӳстерчӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӑр-рӑ-ӑс! — панулми тултарнӑ тулли кутамккана вирлӗн кӑна ура тупанӗпе пырса тапрӗ хура ҫӳҫлӗ арҫын, питне асар-писер пӗркелесе ниҫта кайса кӗрейми ҫиллине шӑнарайманскер.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

«Тока сӳнтерсе пӑхтӑр-ха», — шутларӗ Римма, ҫиллине шӑнараймасӑр ун ҫине тинкерсе.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку пирӗншӗн кӗрхи кунра аҫа ҫапнӑ пекех, — ҫиллине пытармасӑр хуравларӗ те каччӑ чылайлӑха шӑлланчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман та ҫиллине шӑнарчӗ.

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тӑвӑлса хӑпарнӑ ҫиллине пусараймарӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ Ваҫҫа еннелле, тепӗр утӑм…

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Апла кайӑр… хальлӗхе, — ҫиллине пытарас тесе тем пек тӑрӑшрӗ пулин те, ӑна шӑлӗсене усаллӑн шатӑртаттарни сутрӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑл ҫав путсӗре ҫамка урлӑ шаплаттарчӗ те, лешӗ шӑпах ҫиллине сарать…

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫиллине чарайманнипе каяшӗ вӗрет унӑн, — лӑплантарчӗ Марье.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен, ҫын парӑнманнине кура, хирӗҫле фронт, хӗрарӑм фрончӗн паттӑрӗсем, ҫиллине шӑнарайманнипе йӗпенсе кайнӑскерсем, виҫкӗтеслӗх туса наступление куҫрӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варти тӗлпулу хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ эрне иртсен ҫиллине ниҫта хурайман Кабаргас ял Советне шӑнкӑр-шанкӑр пырса кӗчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн туса хутӑн эс, ыйткалакан пыйтлӑ курак?! — ҫиллине шӑнӑраймасӑр чукмарӗпе хӑмсарать ӑста.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Акӑ вӑл хӑй ҫиллине мӗнлерех кӑтартрӗ!

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Васка, Симонюк, — хӑйӗн ҫиллине халӗ пӗртте чармасӑр каларӗ Завьялов, — васка.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Сӗт авалтанпах ӗне ҫиллине пухӑнать.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed