Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарӗсем (тĕпĕ: ҫар) more information about the word form can be found here.
Кӑҫал вырӑс ҫарӗсем Хусан патне асапланса кайса килни нимех те памарӗ темелле.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек телей уншӑн ҫывӑхри ялсене вырӑс ҫарӗсем килнӗ чухне пулать.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх та, ахаль те паллӑччӗ — тӑшман ҫарӗсем чакма чарӑнса пӑхасшӑн, пирӗн умра темиҫе ҫухрӑм сӑрлӑкашне ҫирӗпленсе ларнӑ, вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе салтаксем нумай ҫухатнине пӑхмасӑрах Раҫҫей ҫарӗсене хирӗҫ ҫаврӑнма хӑтланать.

Разведка донесла, да и так было ясно: враг пытается остановить свое отступление, укрепившись на довольно широком фронте, в несколько километров, и ценой любых потерь живой силы и оружия намерен повернуть вспять российскую армию.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑшман ҫарӗсем пиртен пӗр виҫ-тӑватӑ кун утмалӑхчӗ — ҫӗр ҫирӗм-ҫӗр вӑтӑр ҫухрӑм.

А действующие войска находились всего в ста-ста двадцати верстах от тыловых — в трех-четырех днях шага.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вутлӑ пирӗшти пек ыткӑнса ҫӳрет тет вӑл ҫичӗ ют ҫарӗсем хушшинче.

Он носится, словно огненный ангел, среди врагов на резвом коне.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каялла чакакан француз ҫарӗсем пӑрахса хӑварнӑ урапа ҫӗмрӗкӗсемпе лаша шӑммисем курӑна пуҫларӗҫ.

в том числе и брошенные бегущими французами подводы, и павших лошадей.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Франци ҫарӗсем малтан, Мускава ҫӗнсе илсе Раҫҫее парӑнтарас тесе, пирӗн ҫӗр-шыв варринелле талпӑнса кӗнӗ.

Сначала французы, взяв Москву и надеясь покорить всю Россию, ринулись вглубь страны.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хавшаса ҫитнӗ, арканса каяс патне пынӑ Франци ҫарӗсем йӗркесӗр чака пуҫланӑ.

Полуразбитая армия Наполеона в беспорядке начала отступать.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫитес вӑхӑтра Мускав ҫарӗсем Хусан патне пысӑк вӑрҫӑпа каймалла.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халӗ сирӗн пата тутар ҫарӗсем пырса ҫӳреҫҫӗ-и? — терӗ аслӑ князь вӑрӑм тумтир аркисене урисем ҫинерех туртса илсе.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкеке, хула ҫывӑхӗнче вырӑс ҫарӗсем пулмарӗҫ, вӗсем Хусана илеймесӗр Ту енчи ҫӗр-шывалла тухса кайнӑ иккен, воеводӑн вара тем пысӑкӑш ҫара хирӗҫ пӗччен ҫапӑҫӑва кӗме лекрӗ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ока хӗррине тухсан Крым ҫарӗсем вырӑссен тӗп вӑйӗсемпе тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ Гирей хӑйсен ҫарӗсем мӗнле куҫса пынине пӗр-пӗрне пӗлтерсех тӑчӗҫ.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел тухӑҫ енчен вырӑс ҫӗрне Крым эшкерӗпе пӗр вӑхӑтрах Хусан патши Сафа-Гирей тапӑнса кӗчӗ, унӑн ҫарӗсем хӑвӑрт Муромпа Кострома патне ҫитрӗҫ.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан вӑрҫӑ пуҫланине, Сафа-Гирей ҫарӗсем Чулхула патне ҫывхарнине Мускавра никам та пӗлмерӗ-ха.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс ҫарӗсем хыҫҫӑнах вӗсем Мускава посольство кӑларса янӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӑртӑхҫӑсем темиҫе ҫӗрте те ҫармӑссемпе чӑвашсен утлӑ ҫарӗсем ҫӳрени ҫинчен пӗлтерчӗҫ, анчах вӗсем вырӑссен пысӑк ҫарне ниҫта та пырса тапӑнаймарӗҫ.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлетӗн-ҫке-ха, вырӑс ҫарӗсем Хусан патне ниҫтан та мар, Ту енчи ҫӗр-шыв урлӑ каяҫҫӗ.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Сахиб-Гирей Константинополе кайма хатӗрленет. Хусан ҫарӗсем Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпараҫҫӗ».

Help to translate

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым ҫарӗсем Ҫурҫӗр Кавказ айлӑмӗсем тӑрӑх Атӑл вӑррине пырса тухрӗҫ те Астрахане хупӑрласа илчӗҫ.

Help to translate

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed