Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юртан (тĕпĕ: юрт) more information about the word form can be found here.
Ҫулла — ҫӗртен, хӗлле — юртан.

Летом из земли, зимой из снега.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хутор хыҫӗнче юртан тасалса ҫитнӗ ҫӗртме пусси ҫынсене ӗҫе йыхӑрнӑн хуралса выртать.

За хутором призывно чернела освобожденная от снега зябь.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсир пулман-тӑк — пире ҫав тери начар пулатчӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — эсир пулас мар-тӑк — эпир шӑнса вилеттӗмӗр, эсир пулас мар-тӑк хамӑр самолета хупласа хунӑ юртан хӑтӑлаймастӑмӑр эпир.

— Нам было бы очень плохо без вас, — продолжал я. — Без вас мы бы замёрзли, без вас мы не справились бы со снегом, которым был завален наш самолёт.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпир нимӗнле песецсем те курмарӑмӑр, тӗрӗссипе, юртан пуҫне нимӗнех те асӑрхаймарӑмӑр.

Но мы не видели никаких песцов и вообще, ничего, кроме снега, так что пришлось поверить Вальке на слово.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Начар! — терӗ штабс-капитан, — пӑхӑр-ха, тӗтрепе юртан пуҫне урӑх йӗри-тавра нимӗн те курӑнмасть, — тепӗр сакӑлтана анса каясса кӗтсех тӑр, е пӗр-пӗр шӑтака кӗрсе ларӑпӑр; лере ав, аяларах, Байдарӑ урӑм-сурӑм иртӗхнӗ пуль, ун урлӑ каҫса та каяйрас ҫук.

— Плохо! — говорил штабс-капитан; — посмотрите, кругом ничего не видно, только туман да снег; того и гляди, что свалимся в пропасть или засядем в трущобу, а там пониже, чай, Байдара так разыгралась, что и не переедешь.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫуркунне ҫитнине форточкӑсем витӗр ирӗлнӗ юр нӳрлӗхӗ кӗни те, ҫерҫисем ҫуйхавлӑн чӗвӗлтетни те, трамвайсем пӑрӑннӑ чух савӑнӑҫлӑн та янравлӑн чӑнкӑртатни те, юртан тасалнӑ асфальт тӑрӑх хыттӑн таклаттарса утакан ҫынсен ури сассисем те уҫҫӑнах палӑртрӗҫ; каҫсерен вара — ҫакӑнта, гранитланӑ шыв хӗррине, Мускав варрине таҫтан хӑяматӗнчен килсе тухнӑ хуткупӑс пӗр пек те ҫемҫен нӑйкӑлтатни илтӗннӗ.

Она проникала в форточки прохладным и влажным дыханием талого снега, возбужденным чириканьем воробьев, веселым и звонким скрежетом трамваев на поворотах, гулким стуком шагов по обнажившемуся асфальту, а вечером — однообразным и мягким пиликаньем гармошки.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Борисовсен хулара хӑтлӑ хваттер, анчах та ҫӗр ҫийӗ юртан тасалсанах вӗсем Кашана васкаҫҫӗ.

Help to translate

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ; 8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.

7. Князья ее были в ней чище снега, белее молока; они были телом краше коралла, вид их был, как сапфир; 8. а теперь темнее всего черного лице их; не узнают их на улицах; кожа их прилипла к костям их, стала суха, как дерево.

Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иссоппа сирпӗтсем мана, эпӗ тасалӑп; ҫуса тасатсам мана, эпӗ юртан та шурӑ пулӑп.

9. Окропи меня иссопом, и буду чист; омой меня, и буду белее снега.

Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май сӑртсем юртан тасалма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ.

Help to translate

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чи малтанах хапха умӗнче мӑнуксене ярӑнса киленме юртан тӑвайкки туса патӑм.

Сначала перед воротами сделал горку, чтобы внуки смогли вдоволь накататься.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

- Кашни ҫулах юртан тӗрлӗ япала ӑсталас килет.

- Каждый год хочется что-нибудь смастерить из снега.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Юртан тӗрлӗ фигура ӑсталаканӗ Нӗркеҫ ялӗнчех тӗпленнӗ.

Мастер, который лепит разные фигуры, живет здесь же - в деревне Нюргечи.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кашни хӗл юртан калӑпланӑ тӗрлӗ кӳлепесем Нӗркеҫ ялне илем кӳреҫҫӗ.

В каждую зиму слепленные из снега разные фигурки украшают деревню Нюргечи.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed