Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юртан (тĕпĕ: юрт) more information about the word form can be found here.
Пӳрт алӑкне уҫиччен ашшӗ, чалӑшса кайнӑ крыльцан юртан тасатнӑ картлашки ҫине ларса, чикарккӑ ҫавӑрчӗ.

Прежде чем открыть дверь, отец присел на расчищенную от снега ступеньку покосившегося крыльца, свернул цигарку.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юртан тасалса ҫитнӗ ту-сӑртсем пӑспа мӑкӑрланаҫҫӗ.

Обнаженные грядины земли курились паром.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гетман шляхӗ ҫине кӗчӗҫ те, ҫуна ҫинче ларакансен куҫне юртан тасалса кукшаланнӑ сарӑ хӑйӑр сӑрчӗсем, ҫӳҫе йывӑҫҫисен тата ҫирӗк вӑрманӗн сӑмсахӗсемпе кӑвак утравӗсем ыталаса илнӗ, аслӑ ирӗклӗ, ула-чӑла Дон леш енӗ курӑнса кайрӗ.

Выехали на Гетманский шлях, и в глаза сидевшим на санях кинулось просторное Задонье, огромное, пятнисто-пегое, с протаявшими плешинами желтых песков, с мысами и сизыми островами верб и ольхового леса.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юртан тасалнӑ ҫӗрӗн нӳрӗ шӑрши сиплӗхлӗ те чуна уҫса ямалла ырӑ.

Живителен и пахуч был влажный запах оттаявшей земли.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юртан тасалса йӑплака хура пӑрпа витӗннӗ сӑрт тӗмески ҫинче вунӑ сотнине те хӑй умӗнчен ирттерсе ячӗ.

На оттаявшем бугре, покрытом черными голызинами, пропустил он мимо себя все десять сотен.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫӗршывра тӗртнӗ ҫав тери ҫӳхе пир юртан та шурӑччӗ, кашни япали ҫинех гербпа инициалсем пурҫӑн ҫиппе эрешлесе тӗрленӗччӗ.

Тончайшее заграничное полотно было белее снега, шелком на каждой штучке были вышиты герб и инициалы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫут хӗррисем юртан тасалса ҫаралаҫҫӗ; таврара тӑмлӑ тӑпрапа ҫӗрӗшнӗ курӑк шӑрши кӗрет.

Отходят и оголяются супесные пригорки, первобытно пахнет глинистой почвой, истлевшей травой.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача ҫӗкленнӗ, юртан шакканса тасалнӑ та шӑлне ҫыртнӑ, каллех вӗренме пуҫланӑ.

Подымется мальчишка, отряхнет снег, закусит губу и опять за учение.

Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Прошкӑ тӑнӑ, юртан шакканса тасалнӑ май фельдъегерь хыҫҫӑн ҫилӗллӗн пӑхса юлнӑ, усал сӑмахсемпе вӑрҫнӑ.

Поднялся Прошка, смотрит обозленно фельдъегерю вслед, отряхивает снег, по-дурному ругается.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Таврара юртан тасалнӑ хура тӑпра шӑрши, ҫывӑх ҫапӑҫусенчи юн шӑрши сарӑлнӑ.

Пахло обтаявшим черноземом, кровью близких боев пахло.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ванюша, каялла чакса, каллех юртан тасалнӑ тӑвайккине хӑпарчӗ.

Ванюша вывел машину задним ходом на расчищенную от снега площадку.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дон варрипе ҫеҫ, тин кӑна ӑшӑ ҫанталӑк тӑнине туйтарса, пысӑкрах шурӑ ҫулҫӑсем евӗр пӑр катӑкӗсем юхрӗҫ, юртан тасалнӑ ҫӗр сӑрт тӗмескисенче сивӗ тӗтрепе пӑсланчӗ.

Лишь посредине Дона, напоминая об оттепели, большими белыми листьями плыли шматочки льдин, да на бугре морозно дымилась обнаженная земля.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытла та тутлӑ шӑршӑллӑн сывлать юртан тасалнӑ хура тӑпра.

Невыразимо сладкий запах излучал оголенный чернозем.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сурхури ҫитес умӗн ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен ӑшӑтса пӑрахрӗ; пӗр талӑк тӗлли-паллисӗр ҫумӑр ислетрӗ те, Дон хӗрринчи ту ҫинчен, лапамсемпе шырлансем тӑрӑх урӑм-сурӑм шыв-шур кӗрлесе анчӗ; юртан тасалса ҫаралнӑ сӑмсахсем ҫинче иртнӗ ҫулхи кураксем тата мӑкпа витӗннӗ шурӑ чул ярӑмӗсем йӑл илсе симӗсленчӗҫ; Донӑн шыв ҫисе кайнӑ хӗррисене шурӑ кӑпӑк витсе эрешлерӗ; симӗс пӑр виле пек тӗссӗррӗн кӑвакарса кӳпчерӗ.

Перед Рождеством внезапно наступила оттепель; сутки шел дождь, с обдонской горы по ерикам шалая неслась вода; на обнажившихся от снега мысах зазеленели прошлогодняя травка и мшистые плитняки мела; на Дону заедями пенились окраинцы, лед, трупно синея, вздувался.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех ҫурхи хӗвел ҫӗр питне юртан тасатӗ те уй-хирте ӗҫҫи шавӗ кӗрлеме тытӑнӗ.

Вскоре весеннее солнце очистит землю от снега и поля зашумят весенними работами.

Ҫур аки ҫывхарать, хире тухма хатӗр-и? // Антонина Тямина. http://kanashen.ru/2020/02/07/c%d1%83%d1 ... 80-%d0%b8/

Лӗп ҫилпе сывлать ӑшӑ ҫанталӑк, тӗллӗн-тӗллӗн юртан ҫаралса юлнӑ ҫул пӑсланса выртать.

Ростепель дышала теплым ветром, парилась оголенная местами дорога.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юртан тасалнӑ хӑйӑр ҫинче халь кӑна сӑтӑрттарса иртсе кайнӑ ҫуна тупанӗ йӗрӗсем курӑнса выртаҫҫӗ.

На оголенном от снега песке виднелись притертые санными полозьями свежие следы.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эрне хушши кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсе тӑчӗ, ӑшӑтса пӑрахрӗ, ҫӗр пӗтӗмпех юртан тасалчӗ, ҫеҫенхирте мӑк пек ешӗл курӑк тепӗр хут чечек кӑларчӗ.

С неделю тянул южный ветер, теплело, отходила земля, ярко доцветала в степи поздняя мшистая зеленка.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ниме юрӑхсӑр каҫ! — мӑкӑртатрӗ Лозневой, ҫапса ҫӑвакан юртан Сысоев ҫурӑмӗ хыҫне пытанса.

— Да, скверная ночь! — проворчал Лозневой, прячась от снега за спину Сысоева.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак ҫуркунне, уй юртан тасалсанах, «СТЗ — НАТИ» тракторсем, типсе ҫитеймен ҫӗр ҫине чӑпар йӗр хӑварса, ҫеҫенхире пуклак та вӑрӑм сӑмсасемлӗ пилӗк электротрактор, вӗсем хыҫҫӑн резина кустӑрмаллӑ сип-симӗс курӑк тӗслӗ пилӗк пӗчӗк вагон туртса тухрӗҫ.

Этой весной, как только в полях сошел снег, на поле выехали оставляя на не высохшей земле пестрые следы тракторы «СТЗ — НАТИ» — пять тупоносых и длинноносых электротракторов тянули за собой в степь пять маленьких вагонов зеленой окраски на резиновых колесах.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed