Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗсем (тĕпĕ: ывӑл) more information about the word form can be found here.
Хӑй ҫине тата ывӑлӗсем ҫине шанса пуҫӑннӑ вӑл ҫак яваплӑ ӗҫе.

Help to translate

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Йӗкӗреш ывӑлӗсем Димӑпа Денис вара ачаранах ирӗклӗ кӗрешӗве кӑмӑлланӑ, районти ачасен спорт шкулне хастар ҫӳренӗ.

Help to translate

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Ывӑлӗсем те ҫӗр ӗҫӗнчен пӑрӑнмаҫҫӗ, ашшӗпе пӗрле кашни ҫул ҫӗрулмин тӗрлӗ тӗсне ӳстереҫҫӗ, вӗсен тухӑҫне сӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ҫав вӑхӑтрах вӑл пире валли те, хӑйӗн ывӑлӗсем валли, вӑхӑт тупать.

Help to translate

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Вӗсем пӗве кӗнӗ хӗрӗсемпе авлантармалла пулнӑ ывӑлӗсем ҫинчен, сӑмсисене шӑлайман ачи-пӑчипе килти кайӑк-кӗшӗкӗ ҫинчен, хӗл каҫиччен миҫе хутӑр ҫип арланипе миҫе тӑрӑх пир тӗртни ҫинчен, хӑнана кайсан мӗнле ӗҫсе ҫинипе кампа урлӑ пулни, кампа туслашни ҫинчен, ҫӑва тухнӑранпа чӑххисем миҫе ҫӑмарта тунипе миҫе чӗп кӑларни ҫинчен — пурин ҫинчен те тӑрӑшса кала-кала кӑтартрӗҫ, кӳршисем вӗҫмӗсӗр пакӑлтатнине те тӳсӗмлӗн итлерӗҫ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫемье ферминче кашни хӑйӗн тӳпине хывать, Валерий Михайловича ывӑлӗсем нумай пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

— Вӑл кремльте, — хуравларӗҫ йӑлӑхтарнӑ хӑнана мӑрса хӗрӗсемпе ывӑлӗсем кашнинчех.

Help to translate

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе ҫул иртсен, Кӗтерукӑн ҫав ывӑлӗсем, пӗр-пӗрне палламанскерсем, сурхури ӗҫкинче тӗл пулаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Пилӗк ывӑлтан пӗрне мана турӑ мӑшкӑлласа панӑ пулӗ», — тетчӗ ашшӗ, ытти ывӑлӗсем кӗрнеклӗ те ӑслӑ пулнипе савӑнса.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Менгли-Гирей ывӑлӗсем кирлӗ мар мана, эсӗ кирлӗ, Латиф шӑллӑм кирлӗ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти арӑмӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлӗсем иккӗш те Касимовра.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чухӑн халӑх ывӑлӗсем ӗлӗк выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулсан, халӗ пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чан-чӑн чӑваш ывӑлӗсем нихҫан та вырӑс халӑхне хирӗҫ пулман.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӑван халӑхӑн ытарайми ывӑлӗсем!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сююмбек башни, пӑхсан-пӑхсан, чуна ҫӳҫентерет: Чингиз-хан вӑхӑчӗсене аса илтерет, унӑн чӑрсӑр ывӑлӗсем пӑлхарсене, вырӑссене, пире тата ытти халӑхсене пусмӑрланине аса илтерет.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Выговскисен ашшӗ Хусанта чи паллӑ адвокат пулнӑ, Николайпа Александр унӑн йӗкӗреш ывӑлӗсем пулнӑ.

Help to translate

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тен, вӗсем те сирӗн пекех хресчен ывӑлӗсем е пирӗн пек рабочисем…

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эливан ывӑлӗсем те пирӗн тӗле манчӗҫ, кашни хӑй пурнӑҫӗпе пурнать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Никифор Сидорович тиркемелле каччӑ мар: йӗркеллӗ ҫын, эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ҫӳремест, ытти ывӑлӗсем пек мар.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑраҫҫӗ вӗсем чӑваш пек вак халӑхсем вырӑссемпе тан пуласран: гимназире кам ывӑлӗсем вӗренеҫҫӗ?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed