Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗсем (тĕпĕ: ывӑл) more information about the word form can be found here.
80 ҫула ҫитнӗ амӑшӗ урӑх ывӑлӗсем патӗнче пурӑнать, вӗсем те питӗ чухӑн ҫынсем.

Help to translate

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ӗҫливанпа Ехрем хуҫа ывӑлӗсем либерал вӑййине выляман мар, анчах вӗсенчен нихӑшех те революционер пулса тӑман.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑха чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗсем – ашшӗсем, упӑшкисем, яшӗсем ӑсанчӗҫ.

В зону специальной военной операции ушли достойные сыновья чувашского народа – отцы, мужья, дети.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Тарье хитре сӑнӗ ҫине пӑхса, ӑна ӑмсанакансем вара сахал пулман, Хусанти ватӑ купцасен ывӑлӗсем, Пӑвари ҫамрӑк сутуҫӑсем…

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Петӗр тата хуҫа ывӑлӗсем лавкка крыльци ҫине тухса тӑнӑ.

Help to translate

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлӗсем сӑнӗсемпе пурте амӑшне пӑхнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юсуф ывӑлӗсем никама та, каҫармаҫҫӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф ӑна ӑсатма чатӑртан тухрӗ те тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе кайрӗ: лаша тӑратмалли хӳтлӗх енчен ӑна хирӗҫ икӗ йӗкӗт килеҫҫӗ — Исмаил ывӑлӗсем.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗсем йӑпӑр-япӑр ӑна хирӗҫ вырнаҫса ларчӗҫ.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ывӑлӗсем ун чатӑрне чупса та пычӗҫ.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яланхи пекех, ывӑлӗсем кӗтӳрен халиччен йӗвен курман темиҫе ӑйӑр тытса килчӗҫ.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Исмаилӑн ҫак кунсенче суту-илӳ ӗҫӗпе Царицына каймаллаччӗ, вӑл тӑхтаса тӑчӗ, ҫеҫен хирте ут кӗтӗвӗсене тӗрӗслеме кайнӑ ывӑлӗсем таврӑнасса кӗтрӗ.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑватӑ тата ултӑ ҫулсенчи ывӑлӗсем те юрра-кӗвве юратни сисӗнет.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Пурте ҫывӑрма выртсан киле Нургалин кӗҫӗн ывӑлӗсем таврӑнчӗҫ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йӗксӗксем эсир пурте, Бурнаш ывӑлӗсем.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хаклӑ хӑнасем — патша ывӑлӗсем, боярсем, воеводӑсем, думнӑй ҫынсемпе пирӗн советниксем! — терӗ вӑл.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша ывӑлӗсем ҫеҫ ҫӑвар уҫмасӑр ларчӗҫ, вӗсем кунта ют ҫынсем кӑшкӑрашни пӗрре те килӗшмест терӗҫ курӑнать.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хаклӑ хӑнасем — патша ывӑлӗсем тата мӗн пур боярсем, воеводӑсем, советниксем! — хавхаланнӑҫемӗн хавхаланчӗ патша.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed