Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак ӗнтӗ эпир, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ трусиксемпе кӑна юлса, ҫаппа-ҫарамаслантӑмӑр та, еккине ярса, тӗлсӗр-йӗрсӗр шапӑлтаткаласа, хӗвелпе ӗнӗхсе пӑт-пат сарӑхнӑ вӗлтӗртӗк чӗкеҫ, шӑпӑр курӑкӗсемпе хупланнӑ ҫерем ҫине хӑпӑл-хапӑл е вӑрах «йӑшса» тӗшӗрӗлтӗмӗр — хӑшӗ месерле, хӑшӗ ӳпне «шапалантӑмӑр».
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Хыҫҫӑнах ҫак мӑйракасен хуҫи те курӑнчӗ — хаяр та шакмак, хура тӗкӗр куҫлӑскер, вӗр-ҫӗнӗ, тӗреклӗ армутирен майланӑ шӑпӑр пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑскер.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
«Ну паян шӑла-а-ать ӗнтӗ ку «шӑпӑр» пире», «час-часах ҫакӑн йышши ӗлкесем пӗлӗтре пысӑк инкек умӗн курӑнкалаҫҫӗ, теҫҫӗ» — йӳҫҫӗн-хурлӑн сулхӑнланса, тӑвӑнса пусаркаласа кӑлараҫҫӗ сассисене аслӑрах ҫулсенчи пехотинецсем.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Ҫӗнӗ армутинчен майланӑ шӑпӑр пекскер.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
— Укҫана кӑларса хурмасан, ҫакӑнтан вунӑ утӑм тусанах сана хӗп-хӗрлӗ юн тинӗс хумӗ пек хупласа хурӗ, татах тепӗр икӗ кунтан кӑнса выртӑн! — юмахри шӑпӑр ҫине ларса вӗҫсе ҫӳрекен тухатмӑш карчӑк куҫӗпе «пӑталасах» лартрӗ пӗрремӗш хӗрарӑмӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӗнӗ шӑпӑр яланах лайӑх шӑлать теҫҫӗ, ҫавна ан ман, Лида.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мӗнле калаҫҫӗ-ха, ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать, теҫҫӗ-и, эсир йӗркене кӗртӗр участока, коллективпа пӗр чӗлхе тупӑр.
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Пӳрте хӑрах урине пуссанах шӑпӑр ярса тытатчӗҫ, чӗнтӗр ҫыхатчӗҫ, выльӑх пӑхатчӗҫ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Анчах шӑпӑр калама сывлӑш ҫитеймест ман.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Шӑпӑр та-и?
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шӑпӑр каланӑ ҫӗртех сӑмсана ура тар шӑрши пырса ҫапрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Шӑпӑр ӗнтӗ вӑл хӑмпӑран тунӑ япала, ҫакнашкал кӑпӑр-капӑр шӑхличпа танлашмасть.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Пӗлместӗп мӗншӗнне, анчах пирӗн Вӑрнар таврашӗнче ӑна шӑпӑр теҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Касса илетӗн те пӗр-пӗр якарах турата, шаккаса шанкине ӳкеретӗн, пулас шӑпӑр валли хуппинчен чӗлӗх тӑватӑн.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Икӗ ҫармӑс милӗкпе шӑпӑр сутаҫҫӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ирӗксӗрех шӑпӑр кӗтессинче чарӑнса тӑчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ак паян нимӗн чухлӗ те канса илеймерӗ вӑл, хӗвел тухиччен алла шӑпӑр тытрӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр аллине шӑпӑр тыттартӑм, тепӗрне — мунча милӗкӗ.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Ҫинукӑн куҫҫулӗ шӑпӑр ҫеҫ юхса анчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.