Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпӑр the word is in our database.
шӑпӑр (тĕпĕ: шӑпӑр) more information about the word form can be found here.
Типӗ ҫак чӗртавара пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла: хура ҫирӗк йӗкелӗ, шӑпӑр курӑкӗн /алтей лекарственный/ тымарӗ, кушак курӑкӗн /валериана/ тымарӗ, пылак тымар /корень солодки/, анӑс курӑкӗн /девясил/ тымарӗ, календула чечекӗ, лачака тип курӑкӗ /сушеница топяная/, шур тӑрӑллӑ хыт курӑк /тысячелистник/, йӗтӗн вӑрри, хура ҫырла /черника/.

Возьмите в одинаковых пропорциях сушенного сырья: шишки черной ольхи, корня алтея лекарственного, корня валерианы, корня солодки, корня девясила, цветки календулы, сушеницы топяной, тысячелистниа, семян льна, черники и перемешайте.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ҫак ял ҫумӗнче ӗлӗк-авал, асатте-асаннесем каласа панӑ тӑрӑх, пӗр варти ӑстаҫӑсем шӑпӑр калама юратнӑ иккен.

В древности рядом с этой деревней, как рассказывают дедушки и бабушки, местные умельцы оказывается любили играть на шыбыре.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Туйра шӑпӑр янӑранӑ, унпа Ситекри Федор вылянӑ.

На свадьбе звучала волынка, играл на ней Федор из Малого Седяка.

Бриллиант туй алӑкӗ умӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... he-3642634

Куҫҫулӗ шӑпӑр юхса анчӗ, ӗсӗклет.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Хӑйӗн туйӗнче шӑпӑр вырӑнне калама юрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уншӑн шӑпӑр ҫине утланса вӗҫесси те ним мар.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ури сассипе шыври кӑвакалсем тавралла шӑпӑр шӑпӑр нартлатса саланчӗҫ.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене эпир хӗллене уйрӑм шӑпӑр ҫыхса ҫакса хурӑпӑр.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Дояркӑсем, катӑркас тӗмӗсем тупса, шӑпӑр ҫыхрӗҫ те ҫулҫӑ шӑлма пуҫларӗҫ.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса вӑрӑм авӑрлӑ шӑпӑр тытнӑ та картишне ҫӑмӑллӑн, ухӑнса шӑлать.

Help to translate

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпир хатӗрлетпӗр-и вӗсенчен шӑпӑр?

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Валерий Васильевич Андреев, паянтан, тен, таҫта унта та, хӑйӗн пултарулӑхне кура, темле кӑна илемлӗ шӑпӑр сассипе те сӑнарлама, хайлама, юрлама пултарӗ.

Help to translate

«Сывлӑх сунатӑп пурне те!!!» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/116

Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те стена ҫумӗнчи авӑрлӑ шӑпӑра ярса тытрӗ, аврине туртса кӑларчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйӗпе Верук ҫине сулчӗ, анчах шӑпӑр аври пуҫ тӗлӗнчи каштана ҫапӑнчӗ те алӑран тухса ӳкрӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лешӗ халь кашта ҫинче ларать, шӑпӑр хуллипе тӑпрана йӗрлет.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Анчах ҫӳп-ҫапа шӑпӑр шӑтӑкнелле ҫеҫ шӑлнӑ пек те пулма пултарать.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов кивӗрех фуфайка, атӑ, карттус, кил хуҫи тупса панӑскерсене, тӑхӑнчӗ те аллине шӑпӑр тытрӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ах, тур ҫырлах, пирӗн алӑк хушшине тахӑшӗ шӑпӑр пек ҫыхсах шӑлан хӗстерсе хунӑ-мӗн, ҫавна тӑпӑлтарать иккен качака.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вырӑн та ӑшӑнса ҫитейменччӗ — пӳрте икӗ ҫын кӗчӗ, ҫенӗкре шӑпӑр тупайманскерсем юрланнӑ урисене алӑк патӗнче тасатрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Часах уй-хир тӑрӑх пӗр кӗвӗллӗ ҫинҫе сасӑ — шӑпӑр кӗвви — янӑраса кайрӗ.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах та пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайсан, пӗри теприне пулӑшма пӑрахсан, сире кашниех, салтнӑ шӑпӑр хуллисене хуҫнӑ пек, усал сунакансем хур кӳрӗҫ, мӑшкӑл кӑтартӗҫ, инкеклӗ тӑвӗҫ!»

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed