Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗререн (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
— Шкул… — темле чӗререн хисепленӗ пек пӑшӑлтатрӗ вӑл, класс хӑми, кафедра, географи картти ҫине нихҫан курманла тимлӗн пӑхкаласа.

— Школа… — прошептал он с благоговением, жадно окидывая взглядом доску, кафедру, географическую карту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сире чӗререн тав туса, сирӗн ал ҫырӑвне тавӑрса паратӑп…

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйсене хӑйсемех мӗскӗне хума хӑнӑхнӑ ҫавнашкал хавшак чунлӑ этемсен халне-хавалне, мӑн кӑмӑллӑхне хускатма, ҫӗклеме пӗтӗм чӗререн тӑрӑшмалла!

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пуринчен ытла ҫакна йӑлтах Макарӑн чи ҫывӑх тусӗ, юратнӑ мӑшӑрӗ — Натюш лайӑх курать, ӑнланать, пӗтӗм чӗререн ӗненет.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗнлерех именчӗклӗн, сӑпайлӑн, ҫапах хӑйӗн пуласлӑхне чӗререн шанса калаҫатчӗ Нина!

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Альӑшӑн та, Борисшӑн та, вӗсем иккӗшӗ каллех тӗл пулнӑшӑн та, тепре тӗл пулма пултарнӑшӑн та, хам телейшӗн савӑннӑ пекех, пӗтӗм чӗререн савӑнтӑм.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашки вӑхӑтра эпӗ ҫавӑн пек шухӑш патне килсе тухрӑм: манӑн кама та пулин пӗтӗм чӗререн юратмаллах пулсан, эпӗ ӑна ҫеҫ юратнӑ пулӑттӑм, хамран килес пулсан, ӑна ҫеҫ хамӑн мӑшӑрӑм тӑвӑттӑм.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав илӗртӳллӗ-асамлӑ самантсенче, хаваслӑ хӗре ачашшӑн ыталанӑ чух, ӑна питӗ ҫывӑхран курнӑ чух, унӑн сывлӑшӗпе сывланӑ чух, эпӗ мӑшӑрлӑ ташӑ шухӑшласа кӑларакана чӗререн тав турӑм.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвах шутла-ха, тусӑм, тӗлӗнмелле мар-им: ӗмӗрсем тӑршшӗпе «хуп хушшинче пытарса усранӑ чӑваш юррине» пур халӑх та пӗрле чӗререн, юратса юрлать…

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ватӑ большевике В. Краснов-Аслине, ҫакна ҫырма хавхалантарнӑшӑн тав туса, чӗререн халаллатӑп.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӗререн тархасласа ыйтатӑп, кала мана, тӗрӗссине кала!

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Амӑшӗн чӗререн тухакан хурлӑхлӑ, куҫҫуллӗ сӑмахӗсене ашшӗ итлеме памарӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл хӗрелсе кайрӗ, ман алӑсене чӑмӑртаса чӗререн тав турӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрман ӗҫне чӗререн парӑннӑ ҫынсемпе ял пухӑвне хамӑн та питӗ кайса курас килчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эпӗ сана вунҫичӗ ҫулхи хӗр пек юратса пӑрахрӑм, санпа ҫеҫ пурӑнтӑм, санӑн кашни ҫитӗнӗвӳ хамӑн ҫитӗнӳ пек туйӑнатчӗ, санӑн кашни ӑнӑҫсӑр ӗҫӳ мана чӗререн хурлантаратчӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫурт лартар, пӗрлешер, тетӗн, — кӳренсе чӗререн калаҫрӗ Хветуҫ.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чӗререн юратни мана ҫаврӑнса пӑхмарӗ, ҫырусем ҫине те ответлемерӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Манран пӗр тӑватӑ ҫула яхӑн аслӑ хӗрачи мана тӑтӑшах ватнӑран-ши, Пурхиле мучине эпӗ чӗререн кураймастӑм, хӑраттӑм та.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шантарсах калатӑп: ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пӗр ҫемйи те, пӗр ачи те пулӑшусӑр юлмасть, ку вӑл – пирӗн тивӗҫ, чӗререн тав тунине палӑртни!

Заверяю, ни одна семья, ни один ребенок участника СВО не останется без поддержки – это наш долг и проявление сердечной благодарности!

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed