Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн ачаранах вӑл крепосла хресченсен тертлӗ те асаплӑ пурнӑҫне курса ӳснӗ, вӗсене чӗререн хӗрхеннӗ, май пур таран пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.
Поэт пирӗн ҫарсем Атӑл хӗрринче ик ҫӗр талӑк пынӑ ҫапӑҫура тӑшмана аркатса тӑкнӑшӑн чӗререн савӑнса ҫырать, тӑшман тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ Днепра саламлать, унтан Берлина ҫитсе, Бранденбург хапхи умӗнче хӗрӳллӗн калаҫать.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Ҫулталӑк хушши ӗнтӗ чӗререн тухма пӗлместӗн.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Фестивале хутшӑннӑ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсене ӗҫӗшӗн, иксӗлми хастарлӑхӗшӗн пурне те чӗререн тав тӑватпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ хавха сунатпӑр.
«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall
Ку сӑмахсем Еркинее чӗререн Ҫӗҫе пекех чикеҫҫӗ-ҫке йӳҫӗрен.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпӗ фельдшерӑн кашни сӑмахне тӑрӑшса итлерӗм, ентешӗн паттӑрлӑхне илтсе чӗререн савӑнтӑм.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Сӑр хӗрринчи хулара пурӑнакан Андрейӑн ашшӗ-амӑшне те чӗререн саламлама ӗмӗтленетӗп.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Кӳршӗ окопсенче йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ фашистсене чӗререн ылханса вӑрҫрӗ, тахӑшӗн вилес умӗнхи юлашки сасси пулчӗ…
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Савин, вӑрҫӑран таврӑнсан, хӑй лартнӑ йывӑҫсем тӗрӗс-тӗкелех сыхланса юлнишӗн, вӗсем тӗрекленсе ӳснишӗн савӑнчӗ, анчах савнӑ арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн чӗререн хуйхӑрчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Сире чӗререн парӑннӑ шанчӑклӑ чурӑр Кузьма Васильевич Васильев».
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Паҫук та Санюкшӑн чӗререн хуйхӑрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ҫук, хӑтӑлаймӑн, фашист! — терӗ чӗререн тарӑхнӑ Кирук.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Чӗререн саламлатӑп сире.
Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.
— Тавтапуҫ, Лида, — чӗререн каларӗ мастер.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Тата малалла утасса чӗререн шантарать.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Ман ҫӗҫӗ айне пулса вилес килмест, ярӑр тетӗп! — пӗтӗм чӗререн кӑшкӑрса ячӗ мучи.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Шӑкӑл-шӑкӑл шӑкӑлтатса, пӗр-пӗрне чӗререн савса-хисеплесе пурӑнатчӗҫ Марукпа Ваҫҫа.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Чӗререн савӑнчӗ куншӑн Лена.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Клубри халӑх, артистсене чӗререн тав туса, ерипен саланма пуҫларӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.