Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
Парни мар, хӑвшӑн ҫапла тӑрӑшни чӗрене пӑлхантарать, хӑвӑн та ҫав ҫынна мӗнле те пулин ырӑ тӑвас килет.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Юлашкинчен каллех ӑна куртӑм та чӗрене вунҫичӗ ҫулхи пек юрату ҫулӑмӗ хыпса илчӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Чылайччен пӑхса тӑтӑм, анчах чӗрене ҫывӑх йӑмрасене тупаймарӑм.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Тунсӑх пусать чӗрене.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Унӑн тата ун ушкӑнӗнчи ҫынсен ӗҫӗсем пире тӗлӗнтереҫҫӗ. тӑтӑшах сехӗрлентерсе чӗрене сӳ те яраҫҫӗ, анчах чуна хумхантармаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Иртни ҫинчен калакан кӗнеке пурнӑҫ хуҫисем хӑйсем пулса тӑнӑ совет вулаканӗсемшӗн чуна кӑтӑклантармалли, тунсӑх килсен йӑпанмалли кӑсӑк истори мар, чӑннипех те тарӑн шухӑша яракан, чӗрене хумхантаракан, ӑс паракан кӗнеке пултӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпӗ вӗсене чӗрене хуман ҫеҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уншӑн чӗрене хускатма та кирлӗ мар…

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑ чӗрене касать.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман чӗрене илӗртекен каччӑ та пулнӑччӗ…

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман чӗрене никам та илӗртмен-ши?

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗрене ҫакӑ хытӑ пӑчӑртарӗ; площадьре уйӑрнӑ хисеплӗ вырӑнти саксем ҫинче пӗртен-пӗр ветеран кӑна ларчӗ.

Help to translate

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Пӗркун эсир каланӑ сӑмахсем ман чӗрене ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫрӗҫ, — терӗ те Озеров, сассине кӑштах улӑштарса, малалла калама пуҫларӗ.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑт, шӑпах ҫавӑ кӑшлать те ӗнтӗ ман чӗрене.

Help to translate

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та асӑрхануллӑ пулмалла — чӗрене тӑруках уҫса пама юрамасть.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗрене уҫма ан васкӑр, кӑштах кӗтӗр.

Не торопитесь открывать своё сердце, следует немного подождать.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Часрах качча кайтӑрччӗ анчах, ман чӗрене ҫунтарса ан пурӑнтӑрччӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, чӗрене ухмах, суккӑр теҫҫӗ те, вӑл ӑс хушнине итлеме пӗлмест теҫҫӗ те, ун пекех айван мар-тӑр ҫав чӗре.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле час вут хыпса илет иккен ҫамрӑк чӗрене, мӗнле час сӳнсе ларать вӑл.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене лайӑх, хӑтлӑ, ырӑ, илӗртӳллӗ, ӑс-пуҫ вара систерсех, асӑрхаттарсах тӑрать: асту, каччӑ, эс ытлашши иртӗхмесне, тӑванӑм, эс, чарусӑр этем, хӑвна картса панӑ виҫерен тухса каймарӑн-ши?

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed