Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
Юханшыв тӗпӗнче тата ҫӳлте пусӑм тӗрлӗрен пулнипе каялла хӑпарнӑ чухне ӗҫлекен ҫынсен юнра азот палӑрма пуҫланӑ, ҫакӑ пуҫа ыраттарнӑ, чӗрене йывӑр ӗҫлеттернӗ, ӳте кӗҫӗтнӗ, хӑшӗ-пӗрин шӑнӑр туртса лартнӑ, ал-ура ҫывӑрса ларнӑ.

Из-за разницы давления у дна реки и наверху при обратном подъёме в крови начинал выделяться азот, что вызывало сильнейшие головные боли, сердечную недостаточность, кожный зуд, судороги, онемение конечностей

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

— Мӗн вӗсем манӑн чӗрене ҫураҫҫӗ?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Зианчуринские зори» хаҫат соцсетьре хӑйсен ентешӗн Олег Хаминӑн вӑрҫӑ ҫинчен чӗрене пырса тивекен сӑввисене вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Ҫав хушӑрах: «Кусем манчченех арӑмпа ҫӳренӗскерсем мар-и-ха, ытла ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫумра упӑшки пурринчен те вӑтанмаҫҫӗ», — кӗҫех тем тытса хӗсетчӗ унччен мӑнаҫлӑн та ухмахла кӑртлатнӑ чӗрене.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӗрене кӑларса ҫапмалла, ыратаканнине ыратманнипе улӑштармалла туман.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ыран епле пурӑнас тетӗн?» — чӗрене ҫурса ямаллах лакӑрт тӑвать тепри.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пулӑшу кӳмелли мӗнпур оборудовани — чӗрене электрокардиограмма туса тӗрӗслемелли оборудовани, дефибриллятор, небулайзер, кислород баллонӗсем — яланах автомашинӑра.

Help to translate

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Мӗнле-мӗнле вӑрҫса харкашнине шутсӑр тимлесе итлесен те хӑлхана кӗместчӗ пулсан: «Уйрӑлас! Уйрӑлмалла!» — тенисем пирӗн пӳлӗме, эпир ҫывӑракан ҫӗре, чӑрмавсӑрах пырса кӗретчӗҫ те, ҫивӗч ҫӗҫӗ пек, ним ӑнланман чӗрене ҫурсах яратчӗҫ:

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑ кӗске «е?», йӗпрен те шӗвӗртерехскер, яш чӗрене вӑрӑммӑн чиктерет, ҫавӑ ытла та кӗске «е?», эсремет, армути шывӗ тулса ларнӑн, хул-ҫурӑмра тӑкӑскӑ йӳҫеклӗхе вӑйлата-вӑйлата ярать.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытарма ҫуккине курсан, ялан темле вӗри шыв, лакӑртатса вӗрекенни, капланса пырса кӗрет ман чӗрене.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халь куҫ мӗн курни тӗлӗк мар ӗнтӗ, пурпӗрех, тӗлӗкри пекех, чӗрене тем хӗсет.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑваш тумӗнче халӑхӑн савӑнӑҫӗ те, чӗрене пусса таракан хуйхи-суйхи те, чуна уҫӑлтаракан куҫҫулӗ те пытарӑннӑ.

В чувашской одежде скрылись и радость народа, и горькие, трогательные слезы.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем чӗрене пырса тивеҫҫӗ, пӗрре савӑнтараҫҫӗ, тепре хурлантараҫҫӗ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӗрене ют ҫӗрте хӑварас марччӗ…

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хама ҫакӑнтах чавса пытар, анчах чӗрене кунта ан хӑвар, тӑван Атӑл хӗррине илсе кай!..»

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каякансем, тархасшӑн, кайччӑр, Юрлакансем ялан юрлаччӑр, Эп ятламастӑп чӗрене.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӗрене ҫӑмӑл!

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

…Тӑван хула лайӑх юрӑҫ-сӑвӑҫсемпе пуянран пуль ӗнтӗ, Шупашкар вокзалӗ пире чӗрене пырса тивекен илемлӗ чӑваш юррисемпе кӗтсе илчӗ…

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed