Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарма (тĕпĕ: чар) more information about the word form can be found here.
Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, ҫакӑ вӗсене йӑнӑш утӑм тӑвасран вӑхӑтра чарма май панӑ.

Help to translate

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

«Чарма пӗл.

— А ты останови.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халь ӗнтӗ ӑна… ним тусан… ним тусан та чарма ҫук».

Сейчас уж ее, похоже, ничем не остановишь…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ҫывхаракан инкеке тытса чарма унӑн ниепле те халӗ ҫитмест.

Но остановить надвигающуюся беду он не в силах.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсене калаҫма чарма ҫук-ҫке?

На каждый роток не накинешь платок.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Икӗ пичӗ тӑрӑх куҫҫуль шӑпӑртатса юхать, чарса та чарма ҫук.

По шекам ее безудержно бегут слезы, и не остановить их ничем.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишут хӗрет: чарма хӑймасӑр Итлет хӗмленнӗ Якура, Тӑрать сӑмах та калаймасӑр, Асра юлмалӑх пухура.

Help to translate

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, ҫамрӑк, сисӗмлӗ чӗре, Мӗн-ма сасартӑк карт! хускалтӑн, Хӑвна тытса чарма эс мантӑн, Ма иментертӗн-ха хӗре?

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Арӑмӗ, ӑна чарма тӑрса, ҫине-ҫине чавсинчен тӗкет.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кирлӗ мара ан калаҫ, — чарма тӑчӗ ӑна кӳрши.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мӗнле педаль ҫине пусрӗ-тӗр, трактора мӗнле чарма пултарчӗ-тӗр — ӑна нимӗн те астумарӗ, хура питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илсе, ҫӗрелле сикрӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗррелӗхе каймасан та юрӗ, ывӑл таврӑннӑ тесен, мӗшӗн килмен темӗҫ, — чарма тӑчӗ Кӗтерне.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хамӑрӑн пулас ҫӗнтерӳ ҫинчен, Хӗрлӗ Ҫар нимӗҫсене тытса чарма кӑна мар, аркатса тӑкма та пултарасси ҫинчен калать.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗтӗм чунтан хуҫӑлса макӑрчӗ вӑл, килтисем ӑна ниепле те чарма пултараймарӗҫ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑхнӑ, тулашнӑ вӑхӑтра ӑна тытса чарма ан та шутла.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑватӑр-и, эпир ӑна пӗррехинче тытса чарма пултартӑмӑр.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса халӑха хирӗҫ каяймасть, кайсан та ӑна тытса чарма пулать.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ун пек мар ӗнтӗ, сотник, ют ҫӗр-шыв ҫыннисене тытса чарма юрамасть-ҫке.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Урасмет старике каллех чарма хатӗрленнӗччӗ, анчах лешӗ ун хусканӑвне вӑхӑтра сисрӗ те асӑрхаттарса хучӗ.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed