Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарма (тĕпĕ: чар) more information about the word form can be found here.
Хӗрӗн сӑнчӑрланӑн, тӳп-тӳррӗн пӑхакан куҫӗсем, хевтесӗр кулли, сӑнӗпе темӗн каласшӑн евӗрскер — телейлӗ тепӗр аптӑрав — арестанта кӗтмен ҫӗртен шартах сиктерсе уттине чарма хистерӗҫ.

Ее прикованный прямой взгляд, слабая улыбка и нечто в выражении лица — некая счастливая растерянность — заставили его, вздрогнув от неожиданности, задержать шаг.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пӳрнисен нерв чӗтревне чарма хӑтланса Гнор аллисене хыттӑн чӑмӑртарӗ; тӳпе хӑвӑрт тӗттӗмленет; шывпа тӳпе пӗрлешнӗ тӗлпе океан пӗлӗтсен хӗрлӗ тӗсӗпе капӑрланнӑ, сасартӑк килсе хупланӑ тӗтрере чӳхенсе ҫаврӑнать.

Он стиснул руки, пытаясь удержать нервную дрожь пальцев; небо быстро темнело; океан, разубранный на горизонте облачной ряской, закружился, качаясь в налетевшем тумане.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кисреннӗ нервӗсене йӗркене кӗртмешкӗн урӑхла май ҫук-тӑр; вӑл киревсӗр пӑтӑрмахшӑн тарӑхма та, хӑйне ним пулманла тытма та мехел ҫитереймест, — ӑна хӑйне хӑй чарма пӗлни — Гутан патӗнчи пек — халӗ кирлех те мар ӗнтӗ.

Иного выхода не было ее потрясенным нервам; она не могла ни гневаться, ни быть безучастной к только что происшедшему, — особенно теперь, когда от нее не требовалось более того крайнего самообладания, какое пришлось выказать у Гутана.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Пулӑшӑр ӑна тытса чарма! — терӗ Гутан.

— Помогите задержать его, — сказал Гутан.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫак ҫынсем е вӗсенчен пӗри ӑҫтине палӑртакансенчен кашнин вӗсене тытса чарма е, ҫапла тума май килмесен, кунта асӑннӑ преступниксем пирки вырӑнти влаҫа евитлеме мӗн пур мера йышӑнмалла.

Каждый обнаруживший местонахождение указанных лиц, или одного из них, обязан принять все меры к их задержанию, или же, в случае невозможности этого, — поставить местную власть в известность относительно поименованных преступников.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл уҫӑ сӑнпа ишет, хальтерех кӑна вилӗмпе сехӗрлентернӗ шыва шанчӑклӑн авӑса-авӑса хыҫа хӑварать; ҫак самантра унӑн чунсен тытӑҫӑвне ыткӑнас, нумай вӑхӑтлӑх ҫул ҫӳреве тухса каяс шухӑш-тӗллевне чарма вӑй ҫитерекен чикӗ ҫук, унта унӑн ҫамрӑк чӗринче влаҫ тимӗрӗ ӳссе-ҫирӗпленсе пырӗччӗ, сӑмахӗ вара иккӗленӳсӗр, ҫирӗп юрӑпа — тимлӗхпе вун-вун хут вӑйланнӑскерпе — янӑрӗччӗ.

Он плыл с ясным лицом, уверенно отгребая воду, грозившую не так давно смертью, и не было в этот момент предела силе его желания кинуться в битву душ, в продолжительные скитания, где с каждым часом и днем росло бы в его молодом сердце железо власти, а слово звучало непоколебимой песнью, с силой, удесятеренной вниманием.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Малалла та кӗрешессине халӗ хӑйне мӗскӗнлетнӗ пек, ут кӗтӗвне чарма кулӑшлан хӑтланнӑ пек хаклать.

Бороться дальше он счел бы для себя унижением, смешной попыткой обуздать стадо коней.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сӑпани халӗ ӗнтӗ тӳсеймерӗ, кулса ячӗ, ҫавӑнтах хӑйне чарма тӑрӑшрӗ: чӑнах та, сасӑ ян каять ку вӑхӑтра, ҫын илтсен, ҫӗр варринче ахӑлтатакан хӗрарӑм пирки тем шухӑшлӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова курсан та, ӑна тытса чарма тӑрӑшман эсӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах эсӗ ҫын вӗлерекенсене, ҫаратакансене, пусмӑрлакансене чарма тивӗҫ ҫын.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, ҫут тӗнчере пурӑнас килмест ун пек чухне, ҫавӑнпа Калюков хӗрарӑмсене вӗсем куҫҫулӗ кӑларма пуҫличченех — сӑмахпа-и е чӑмӑрпа, е ытти вирлӗрех меслетсемпе — чарма тӑрӑшать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, акӑ, халӗ хӑйне чарма, хурахсемпе ним пулман пек тыткалама, кулкаламашкӑн та тивет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне Йӳҫпӑхан ялӗнчи хресчен-активистсем пӗр кулак килӗнче палламан икӗ ҫынна тытса чарма хӑтланнӑ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Майоровпа тепӗр салтак, чӗркуҫленсе персе, хӑвалакансене чарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Блемер курткин тӳмине вӗҫертрӗ, сӑрхӑнакан юна кӗпе таткипе чарма хӑтланчӗ.

Он свернул импровизированный бинт, расстегнул куртку Блемера и попытался удержать кровь.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Матрос йывӑррӑн сывлать, такама вӗлересрен вӑхӑтра чарма ӗлкӗрнӗ хыпарҫӑ сӑнӗпе вирхӗнсе кӗчӗ.

Матрос, тяжело дыша, остановился с видом гонца, вовремя Предупредившего казнь.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ.

Ученые предлагают улавливать CO2 и закачивать его в подземные хранилища, связывать его или превращать в биотопливо.

Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31279.html

Ӑна каллех темӗнле асамлӑ вӑй, чӗре те, ӑс-тӑн та чарма пултарайман вӑй, арҫын еннелле туртрӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫавӑнпа та ҫул ҫинче ҫынсем автобуса чарма алӑ ҫӗкленине курмассерен хӗр чӗри пӑлханса тапать, вӗсем хушшинче хӑйсен ялӗнчисене шырать.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ачи ҫывӑракан амӑшӗ вылякан ача амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхкаларӗ, ачине чарма ыйтрӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed