Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑрах (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Пирӗн пата патька-патша хӑй хӑнана килчӗ, ҫав хушӑрах тата, ав, кин мунчана кайрӗ, ҫӗнӗ кайӑк илме.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанать вӑл ӑна, ҫав хушӑрах тем пуласса пӗлсе, ӳпкеленӗн куҫӗнчен пӑхать: «Мӗн тӑвасшӑн-ха эсӗ?

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйне евӗрлӗ, кӑсӑк сӗнӳсем те ҫыратчӗҫ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Мӑшкӑланӑ хушӑрах Мухтаса та илеҫҫӗ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Е тата ҫӗр янӑ хушӑрах, Ҫур ҫӗрте, автансем авӑтсан.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумаях пулмасть округ администрацийӗн Пысӑк залӗнче иртнӗ канашлура районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тишкерчӗҫ, ҫав хушӑрах врентӳ тытӑмне те пӑхса тухрӗҫ.

Help to translate

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫав хушӑрах пӳрт тӑрринелле — мӑрье ҫине — пӑха-пӑха илетӗп.

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Вӗреннӗ хушӑрах хӑй ҫамрӑк чух ӗҫленӗ вырӑнта -Шупашкарти промышленноҫра усӑ курмалли тракторсем тӑвакан заводра — вӑй хучӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Манӑн ӗҫре тӗрекленнӗ, спортра тимӗрленнӗ алӑсем шуранка, ҫемҫешке нимӗҫ аллисене наччас хушӑрах каялла пӑрса лартрӗҫ.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫав хушӑрах сулахай аллинчи пакетри эрех кӗленчисем, хивре сулӑма пула пӗр-пӗринпе ҫапӑнкаласа, чанклатса,чанкӑлтатса илчӗҫ, анчах йӑнкӑрянкӑрах ванмарӗҫ, калтах катӑлмарӗҫ пулас-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ку хыпар та Ула Тимӗр чун-чӗрине ҫур ӑшши кӳмерӗ, ҫав хушӑрах вӑл пач хуҫӑлса та ӳкмерӗ, шанӑҫа та ҫухатмарӗ — Ш.-ри вӑтам шкулта вӗсем Полинапа каллех пӗрле пулӗҫ-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре халӗ темшӗн ҫав тери лайӑх, ун чун-чӗрине, ҫемҫен-ҫемҫен ирӗлтерсе, темскер ыррӑн-ыррӑн, тутлӑн-тутлӑн пиелет, ҫунатлантарать, ҫав хушӑрах йӳҫҫӗн-йӳҫҫӗн те кӗвелӗклентерсе, пӑлхаткаласа илет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗкӗрӗлет, авӑнать, темӗн тӗрлӗ хусканусем тӑвать, ташланӑ хушӑрах Симӑпа Авдея та манмасть, куҫӗсене вылятса ташӑ картине чӗнет.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрсемпе каччӑсем ӗҫленӗ хушӑрах пӗр-пӗринпе шӳтлерӗҫ, тӗрткеленсе вылякаласа та илчӗҫ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак тапхӑрта ӗнтӗ хулари юлташсене, ҫав хушӑрах Ундрицова та сайра хутра ҫеҫ, спектакльсенче ҫеҫ, тӗл пулкаланӑ.

Help to translate

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пире те кил хуҫи сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, ҫав хушӑрах тата, сунарта хӑй курнӑ-илтнӗ ӗҫсем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ мыскарасене аса илсе, чарӑна пӗлми шӳтлерӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

1967 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл Атӑл варринчи «Гидротехник» ҫине пырса ҫитет, инкеке лекнӗ земснаряд начальникӗ, ҫав хушӑрах хуралҫӑ, повар пулса пилӗк уйӑх пурӑнать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анатра та тура пӗр хушӑрах икӗ пӗве купаланать, вӗсем Атӑл хумӗсене сирсе шалалла кӗрсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫав хушӑрах хӑй ваттисене машинӑпа илсе ҫӳресси-ҫӳремессине сӑнать.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed