Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑрах (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫав хушӑрах район хаҫачӗн тата республикӑра тухса тӑракан ытти хаҫат-журналӑн активлӑ корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче унӑн сӑввисемпе поэмисен кӗнекисем вунна яхӑн тухрӗҫ (вӗсенчен виҫҫӗшӗ вырӑсла тухнӑ), ҫав хушӑрах вӑл «Юлташпа юнашар» тата «Ҫамрӑклӑх» ятлӑ калавсемпе повеҫсен сборникӗсем кӑларчӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Малтанах вӑл ӗҫленӗ хушӑрах вӗренме йывӑрри пирки ӳпкелешрӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав хушӑрах мулкач валли кишӗр турарӗ, чӗрӗпе сӗт лартса пачӗ, шӑнкӑрч читлӗхне вир кӗрпи сапрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑр салтаксен ячӗпе палӑк лартни аван, анчах ҫав хушӑрах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен те, тӑванӗсем ҫинчен те манмалла мар.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унтах авланнӑ вӑл, хваттер илнӗ, ӗҫленӗ хушӑрах института вӗренме кӗнӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пӗрре ҫавӑрӑннӑ хушӑрах ҫинҫе пилӗкне вӑл ҫичӗ тӗрлӗ хуҫкалама пултарать иккен.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Иккӗшӗн куҫӗнче те мӗн пулса иртнине ӗненменни ҫав хушӑрах — ним тума аптрани…

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах такам сас кӑларса ячӗ: Овчинникова вӗлернӗ, пурте тараҫҫӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах хайхискерӗ тепӗр ушкӑн пӗлӗтсем хупласа хураҫҫӗ, хӗвел вара вӗсен тыткӑнӗнчен тухас тесе ҫапӑҫма тытӑнать.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни хӑсмассерен вӑл хӑй халсӑрланса пынине, ҫав хушӑрах темӗнле канлӗх тупнине ӑнланса илчӗ…

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах вӑл Белокопытова тӗл пуласса ӗненмерӗ те.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кӗске хушӑрах ӑҫтан тупмалла-ха никӗс валлилӗх ача?

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах тата вӗсене ӑнланас та пулать.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах Гаврилапа икӗ хусах аллисене ҫыхнӑ Ахпӑлатпа пупа илсе кӗчӗҫ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ара, эсӗ ӑна ҫурчӗ-мӗнӗ ҫунтарса ятӑм темерӗн-и-ха? — тӗлӗнсе, ҫав хушӑрах улталанине тытас тесе ыйтрӗ Аҫтӑрхан.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫынни вӑл хӑй евӗрлӗскер пулас, сӑмаха кивҫен каймасть, ҫав хушӑрах ҫилӗ тытма та юратмасть пулӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах хӑйне хӑй хытарчӗ, ҫав хушӑрах тата шутласа та илчӗ:

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах тата хӑй чи усал тӑшманӗ ҫинчен те манмарӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed