Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллинче темле кантра пур, кантрин тепӗр вӗҫне кӑвак пустав халат ҫийӗн ҫанӑсӑр шурӑ халат уртса янӑ ҫыннӑн хулӗ айӗпе янӑ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Хулӗ ҫине кил хуҫи арӑмӗ Обломов куркаланӑ тутӑрах витнӗ, аллинчи турилкке ҫинче пысӑк кукӑль татӑкӗ пӑсланать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне, шӑрӑх кӑнтӑрла Обломовпа алла-аллӑн тытӑнса утнӑ чух, Ольга унӑн хулӗ ҫумне юлхавлӑн тӗренет те темле ӗшеннӗ пек, ним шухӑшсӑр, ним шарламасӑр пырать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗме ватӑла пуҫланӑ ҫын кӗчӗ; вӑл сӑрӑ сюртукпа, пӑхӑр тӳмеллӗ сӑрӑ жилетпа, хулӗ айӗнчи ҫӗтӗкрен кӗпи курӑнать; унӑн пуҫӗ чӗркуҫҫи пекех ҫара, кӑвакара пуҫланӑ бакенбардисем сарлака та ҫӑра — кашнинченех виҫшер сухал тухмалла.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӗрачан ырхан ҫара алли ҫине, хулӗ ҫинче чечче каснин икӗ йӑлтӑртатакан ҫаврашки ҫине пӑхасшӑн мар тӑрӑшать.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл урине хывса тӑхӑнчӗ, шинельне тӑхӑнчӗ, сасартӑк хулӗ ҫинчи пуҫ шӑммине, ун айӗнчи хӗреслетсе хунӑ икӗ шӑмма курах кайрӗ.Он переобулся, надел шинель и вдруг увидел на рукаве череп и кости.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
А Петр Андреич суранӗ сылтӑм хулӗ айӗн-че, шӑпах шӑмӑ айнерехрен, кӑкӑрне пӗр вершук ҫурӑ тарӑнӑш каснӑ.А Петр Андреич ранен был под правое плечо, в грудь под самую косточку, в глубину на полтора вершка.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫар ҫынни аллине чемодан ҫӗклесе пынӑ, хулӗ ҫине шинель хунӑ, утасса вӑл ҫав тери ҫӑмӑллӑн, ҫирӗппӗн утса пынӑ та, ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ пулнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн икӗ хулӗ хушшинче йӑлтӑртатакан ҫӗҫӗ аври курӑнать.Меж лопаток торчала у нее рукоять ножа, поблескивающая полировкой.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пирӗн хаклӑ хӗрарӑмсемшӗн арҫыннӑн ҫирӗп те тӗреклӗ хулӗ пурнӑҫра яланах шанчӑклӑ тӗрев пултӑр.Пусть крепкое мужское плечо всегда служит надежной опорой для наших дорогих женщин.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://m.tavanen.ru/%D0%BF%D0%BE%D0%B7%D ... %D0%B1-13/
Ман шутпа, ӑна учителе вӗренме ямалла, — упӑшкин хулӗ айнех кӗрсе выртрӗ Ираида.По-моему, ему надо выучится на учителя, — сказала, залезая под мышку Ираида.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 18. кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.