Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пытармалли ӗнтӗ: эрех персе кӳпсен арҫынӗн те, хӗрарӑмӗн те, «ураран явӑнса», ҫӗрӗк тунката пек йӑванса е лаплатса ӳкесси те пулкалатех.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пединститут алӑкӗ умӗнче студентсем пыл пыллакан хурт-хӑмӑр пек кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӑркаҫҫӗ, асӑннӑ ӑслӑлӑх керменне «ураран малта ӑса уттарса», танлӑн, тӳлеккӗн кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ; кӗпӗрленсе тӑракансем те пур.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр черетлӗ миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те, малалла ӳпӗнсе, пашлата-пашлата, кӗхле-кӗхле, ураран ӳкмеллех вӑйран кайнӑ пек «спектакль выляса», машинӑсем патнелле кӗрмекленчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пусма картлашкисемпе улӑхнӑ пек, анчах урана ураран ирттереймесӗр, хашка-хашка, пашка-пашка, вӑштӑр-вӑштӑр, чӑш-чаш авӑнакан чӑтлӑх хӑва, ҫӳҫе вуллисемпе тураттисенчен ҫакланкаласа-туртӑнкаласа, йӑтӑнакан ҫыранӑн ҫуррине хӑпарса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк сылтӑм алӑри ҫатрака турат хӑйӗн амӑш вуллинчен чашш! чӗрӗлчӗ те кайрӗ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тен, халӗ хулари вӑрттӑн ӗҫлекен комсомола ертсе пыракан паттӑр Ваня юлташа ураран ӳксех шыранӑ пек, полици хӑҫан та пулин вӗсене те тимлесех шырама пуҫлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫапах та ӑна тупас тесе ураран ӳксе шырани нимӗн те параймарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Ҫук, хӗрсем, вилмен эпӗ, мана ураран хыр лӑсси ҫеҫ ҫапрӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Кӑкӑртан, ураран аманнӑ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫапах, ураран ӳкес мар тесе, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, йӗвене шӑлӗпе ҫыртса лартрӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ураран такам ҫапнӑн туйӑнчӗ, ал пӗҫерсе кайрӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Хӗлле ураран аманнӑ Хветӗр таврӑнчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Вӗсен кукри-макрисем юмарт Ҫтаппана часах ураран ӳкереҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Анчах утӑм та тума ӗлкӗреймерӗ — Микулапа Ваҫли ӑна ураран ӳкерчӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Комсомол секретарӗн ку сӑмахӗсем Якку аттене чутах ураран ӳкермерӗҫ.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ӑҫтан? — лӑпкӑн ыйтрӗ вӑл, хӑйӗн пысӑк куҫӗсемпе Петӗре ураран пуҫласа пуҫ тӳпи таран йӗрлесе пӑхнӑ хыҫҫӑн.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр йывӑр ҫапӑҫура хӑйӗн ротине атакӑна ҫӗклесен, ӑна ураран амантрӗҫ те, вӑл тыткӑна лекрӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ураран ура иртейми пулчӗ ӗнтӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Альбертӑн паян ураран ура аран иртет.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Хӑранӑ сурӑх ҫапӑннипе Гена кӑштах ураран ӳкмерӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Иванюк ӑна ураран амантнӑ иккен, ҫавӑнпа та вӑл пирӗн пата ҫак кунсенче килеймен.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.