Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ, 28. ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13-14. Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр; 8. вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр; 5. анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ; 6. ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те; 7. сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шанатӑп: пултарулӑх ӗҫӗнче тӑтӑшах ҫӗннине шырани Чӑваш Ен журналистикин чи лайӑх йӑли-йӗркине малалла та сыхласа упрама тата пуянлатса пыма пулӑшӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202
Иккӗмӗш ыйту — ҫынсем харпӑр хӑй пирки тӑрӑшма хӑнӑхманни, харпӑр хӑйне упрама пӗлменни.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чир-чӗре малалла аталантарас мар тесен ҫапларах сӗнӳсем паратпӑр: 1. Ют вӑрттӑнлӑха упрама пӗлӗр;
Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Тымара полиэтилен хутаҫпа холодильникре упрама пулать.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №;2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10 №-сем; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 35 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса 5.2-мӗш пай хушса хурас: «5.2. Депутатӑн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫыннин, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫыннӑн Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата федерацин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмалла тата тивӗҫсене пурнӑҫламалла. Депутат, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫын Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен тата ытти ҫынсен тӑкакӗсем тупӑшсемпе тӳр килнине тӗрӗслесси ҫинчен« 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 230-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Уйрӑм категорири ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫма е тытса тӑма, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрама, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсемпе хуҫа пулма тата (е) вӗсемпе усӑ курма чарасси ҫинчен« 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 79 ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмасан тата тивӗҫсене пурнӑҫламасан, вӗсен полномочийӗсем срокчен вӗҫленеҫҫӗ.»; ӑ) 6.1-мӗш пайра «хӑйсен полномочийӗсене яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫлакан» сӑмахсене «муниципалитет должноҫне йышӑнакан ҫынна» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 62 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче« федераци бюджетӗнчен е Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан» сӑмахсене «тӗллевлӗн уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсемпе, бюджет кредичӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн ытти бюджечӗсенчен илекен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, бюджет кредичӗсене паракан условисене пӑссан» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Пирӗн патӑртан пуҫланать сывлӑха пӗтӗмӗшле тӗрӗслесси, ӑна халӑха упрама хӑнӑхтарасси.
Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
Чи малтанах панкрута тухакан организацисемпе учрежденисен докуменчӗсене упрама илме тӑрӑшатпӑр.Первым делом стараемся брать на хранение документы обанкротившихся организаций и учреждений.
Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
2015 ҫулта 362 документ упрама илнӗ.
Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Документсене упрама вырӑн пулманран ял совечӗсен, хуҫалӑхсен, учрежденисен документ материалӗсене йышӑнман.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Ҫавӑн пекех вӗсене упрама хатӗрлесси кӑткӑс ӗҫ шутланать.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Тӗрлӗ культурӑн нумай енлӗхӗ тата вӗсем пӗр-пӗрне витӗм кӳни нацисем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме, килӗшӳлӗхпе ҫирӗплӗхе упрама пулӑшать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
«Тӑван халӑха, Тӑван Совет ҫӗршывне, Совет Правительствине шанчӑклӑ упрама» тупа тунӑ салтаксем вилӗм хӑратсан та нихӑҫан та каялла чакман.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, граждан тивӗҫӗсене ӑса хывма, чыса ҫамрӑкран упрама вӗрентес тӗллевпе пуҫарнӑ ушкӑнсенче воспитани илекенсем ытти вӗренекеншӗн - тӗслӗх вырӑнӗнче.
Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764