Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пулса иртнине илтсен, чатӑрти ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ, 2. вӗсен ӗнтӗ сехри хӑпса тухнӑ, пӗри те тӑванӗн куҫӗ умӗнче тытӑнса тӑман, вӗсем пурте тарма пуҫланӑ, айлӑмри тата ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи пур ҫул тӑрӑх ҫын чупнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аса илӗр-ха, Вӑл Авраама мӗн кӑтартнӑ, Исаака мӗнле сӑнанӑ, Месопотамири Сирире амӑш тӑванӗн Лаванӑн сурӑхӗсене кӗтнӗ чухне Иаков мӗн курса пӗтнӗ: 27. Вӑл вӗсен чӗрисене асаплантарас тесе сӑнаман, ҫавӑн пекех пире те тавӑрмасть Вӑл, Ҫӳлхуҫа Хӑй патне ҫывӑхаракансене ӑса кӗртес тесе ҫапла хӗн кӑтартать, тенӗ Иудифь.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тӑван санӑн хӑрхӑмна хирӗҫ тӑчӗ: «хӑйӗн тӑванне вӗлерекене пар-ха пире; эпир ӑна тӑванӗн чунне пӗтернӗшӗн вӗлерӗпӗр, вӑл тӗпчӗк пулнине те пӑхса тӑмӑпӑр, тӗп тӑвӑпӑр» теҫҫӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хулине Гофониил — Халев тӑванӗн Кеназӑн [кӗҫӗн] ывӑлӗ — илнӗ, Халев ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсана качча панӑ.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ; 8. ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн, 9. инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр; 10. вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗрле пурӑнакан пӗртӑвансенчен пӗри ывӑл курмасӑр вилет пулсассӑн, унӑн арӑмӗн урӑх ҫӗре ют ҫынна качча тухмалла мар, ывӑлсемӗ ун патне кӗрсе ӑна арӑм тума илтӗр, унпа пурӑнма тытӑнтӑр, — 6. арӑмӗ малтан ҫуратакан ывӑл ача вара ывӑлсемӗн вилнӗ пиччӗшӗн ачи шутланмалла, ҫапла унӑн, вилнӗ тӑванӗн, ячӗ Израиль хушшинчен ҫухалмалла ан пултӑр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин хӑйӗн пиччӗшӗн е шӑллӗн арӑмне илсессӗн, ку ирсӗр; вӑл хӑй тӑванӗн ҫарамасне уҫнӑ, вӗсем ача-пӑчасӑр пулӗҫ.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗ ҫулпа хуҫам тӑванӗн ҫурчӗ патнех илсе килчӗ, тенӗ.Господь прямым путем привел меня к дому брата господина моего.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.12. И взяли Лота, племянника Аврамова, жившего в Содоме, и имущество его и ушли.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак статьярах (2015 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 45-мӗш номер) Лидия Федюшкина сӑн ӳкерчӗкри тӑванӗн кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Тӑванӗн упӑшки кунти юханшывсем ҫинче шыв арманӗсем тытса тӑнӑ.Муж родственницы владел водяными мельницами на местных реках.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772