Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван the word is in our database.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
Кашни коммунистах парти билетне шанчӑклӑ вырӑнта, кашниех — чӗре патӗнче пытарса усранӑ: ку партие чунтан юратнине, унпа пӗр тӑван пулнине, унӑн хӑватлӑ вӑйне ҫирӗп ӗненсе тӑнине пӗлтернӗ…

Каждый коммунист держал партийный билет в надежном месте, каждый — у сердца: это означало искреннюю любовь к партии, братство с ней, твердую веру в ее мощь и силу…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийкӑпа Фая яла каллех ҫаратма пуҫлани ҫинчен пӗлтерекен хурлӑхлӑ хыпарпа отряда каяҫҫӗ, анчах хӑйсен телейӗсемшӗн савӑнмасӑр тӑма пултараймаҫҫӗ: вӗсем ҫамрӑк, вӗсем пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем пулса иртессе кӗтеҫҫӗ, йӗри-тавра тӑван вӑрман, ҫӳлте, халапри пек, куккук курӑкӗн ҫеҫки евӗр ачаш та шупка-хӗрлӗ тӗслӗ ир пуҫланать…

Марийка и Фая несли в отряд печальные вести о новом ограблении деревни, но не могли не радоваться своему счастью: они были молоды, они ждали больших перемен в жизни, а вокруг стоял родной зимний лес, и над ним, как в сказке, поднималось нежное, точно кукушкин цвет, розовое утро…

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Иногда Андрей казался Марийке богатырем, она думала об этом серьезно и в такие минуты удивлялась тому, как могла поверить в его смерть среди всего родного, что жило с ним неразделимой жизнью.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.

Иногда Андрей казался Марийке богатырем, она думала об этом серьезно и в такие минуты удивлялась тому, как могла поверить в его смерть среди всего родного, что жило с ним неразделимой жизнью.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кай-ха эсӗ, кая юлман чух, тӑван кил-ҫуртран аяккарах.

Иди-ка ты, пока не поздно, подальше от родного дома.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӑван ҫӗр сирӗн ума мӗнле илемлӗ те калама ҫук пысӑккӑн тухса тӑрать.

Какой же красивой и величественной встает перед вами родная земля!

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вара пӗр тӑван Кнышевсем пушмакӗсене, шӑлаварӗсене хыврӗҫ, шурӑ йӗмӗсене чӗркуҫҫирен ҫӳлерех тавӑрчӗҫ те шофера шыв тарӑнӑшне кӑтартса, шыв сикки тӑрӑх утса кайрӗҫ.

Тогда братья Кнышевы сняли черевики, штаны и, засучив повыше колен белые подштанники, побрели по перекату, показывая шоферу глубину воды.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ тӑван тесе…

— Это ты по-родственному…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Усть-Невинскине турбина лартма ҫеҫ килчӗ, тӑван станицӑра ик-виҫ уйӑхран ытла мар пурӑнма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫур ҫул пурӑнчӗ ӗнтӗ.

Ехал в Усть-Невинскую установить турбину, собирался прожить в родной станице месяца два-три, не больше, а прожил уже полгода.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Артамашов ҫине пӑхса, вӑл калитке патӗнчех кулчӗ, ӑна тӑван пекех сывлӑх сунса ал тытрӗ, хӑйӗн ҫемҫе те йӗпе тутисемпе питҫӑмартинчен чуптурӗ, вара, шыҫӑннӑ куҫӗсене тутӑрпа шӑлса, хурлӑхлӑ сасӑпа каларӗ:

Артамашову улыбнулась еще у калитки, а поздоровалась с ним, как с родичем, даже прикоснулась своими мягкими и мокрыми губами к его щеке и, вытирая платочком опухшие глаза, сказала печальным голосом:

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа вӑл Анфиса патне тӑван ҫын патне пынӑ пек пычӗ, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, питҫӑмартинчен чуптунӑ чухне хӑлхинчен шӑппӑн каларӗ:

Поэтому она подошла к Анфисе, как к родственнице, справилась о ее здоровье, а когда целовала в щеку, шепнула на ухо:

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сурхурине йӗркелекенсем хӑнасене Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ календаре парнеленӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апачӗпе — какай шӳрпипе тата ытти ӗҫме-ҫимепе сӑйланӑ.

Организаторы дарили гостям календарь к столетию Чувашской автономии, угощали гостей национальным блюдом — мясным супом «Какай шӳрпи», фруктами, пивом, чаем.

Чӑвашсем Сурхури чыслӑн уявланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24049.html

Халӗ пирӗн тӑван коммунистла парти ертсе пынипе Кубань тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ҫынсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, шӑптах ҫав ҫынсем ӗнтӗ хӑйсен станицисене лайӑх та илемлӗ тӑвасшӑн.

Теперь под руководством нашей родной Коммунистической партии на Кубани выросли новые люди, они-то и хотят сделать свои станицы благоустроенными, красивыми.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хамӑр тӑван власть менельникне ирттеретпӗр ӗнтӗ халь!

Ото ж справим мы именины родной нашей власти.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурнӑҫ ӑна пӗрмай вӗрентсе те вӗрентсе пырать иккен: тӑшмансене курайми пулма, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет.

Все учила и учила его жизнь ненависти к врагам, любви к Родине.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑван ҫӗршыва сутакана!

— Продавшего Родину!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Кам тӑван ҫӗршыва сутакана персе пӑрахасшӑн?

— Кто желает расстрелять изменника Родины?

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пирӗн ҫынсем нихҫан та ҫав кунсенчи пек таса чӗреллӗ пулман, тӑван ҫӗршыва упраса хӑварас тесе, вӗсем тӗлӗнмелле ырӑ та паттӑрла ӗҫсем турӗҫ!

И никогда не был таким чистым наш человек, как в эти дни, совершая благородные подвиги во имя Отечества!

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл ӗнтӗ тӑван ҫӗршывшӑн мӗнле служить тума кирлине тата хамӑрӑн ҫара чун-чӗрепе парӑнса тӑма кирлине кӑтартса пачӗ! —

Он показал, как надо служить Отечеству и быть верным своей армии! —

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Мӗнле-ши ӗнтӗ халь пирӗн Ольховкӑра? — ҫӳҫенсе шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн тӑван ялӗпе килӗ ҫинчен. — Тен, унта та кунти пекех?»

«Как у нас-то теперь в Ольховке? — подумал он о родной деревне и родном доме. — Может, так же вот?»

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed