Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсан (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Пас тытсан вӑрман кӑвакаратчӗ, Йӗлтӗртен юлатчӗ мӑшӑр йӗр.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ун ҫине ҫиелтен пӑхсанах Консуэло испанла темиҫе сӑмах каларӗ те малалла утса каясшӑнччӗ, анчах Стомадор ӑна аллинчен питӗ ҫепӗҫҫӗн, ҫапах та хӗрӳллӗн ярса тытсан ҫамрӑк хӗрарӑм чарӑнса тӑчӗ, ҫилленес мар терӗ.

Мельком взглянув на него, Консуэло проронила несколько испанских слов и хотела пройти дальше, но Стомадор так бережно, хотя пылко, схватил ее руку, что она остановилась, не решаясь сердиться.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Алӑка уҫнӑ-уҫманах хут таткине хыпаланса ярса тытсан Давенанта каллех питӗрсе илчӗ.

Открыв дверь, он быстро схватил записку и снова запер Давенанта.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мӑн ҫын вӑхӑта кӗскетме тата чӑтӑмсӑрлӑха тытса чарма яланах май тупать, вӑл хӑйне алӑра япӑх тытсан та унӑн вӑхӑт пирки курӑмӗ чӑн-чӑнах.

Взрослый человек всегда найдет, как сократить время и сдержать нетерпение, но, если даже он плохо владеет собой, его представление о времени реально.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн аллисене тытсан Готорн ҫакна асӑрхарӗ: Фергюсон Элдӑссӑр пуҫне никама та курмасть; хӗрарӑм ҫине хӑйӗн юлашки вӑйӗпе тӗмсӗлнӗ.

Придерживая его руки, Готорн заметил, что Фергюсон никого не видит, кроме Элды; изо всех своих последних сил он смотрел на нее.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Руль тытсан Битт-Бой юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ: унта Куҫ хупанкисен Королеви тутлӑ ыйхӑра ҫывӑрса юлчӗ…

Битт-Бой, взяв руль, в последний раз обернулся в ту сторону, где заснула Королева Ресниц.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Фанатиксем вилӗм авӑрне ӑсатса юлашки хут ҫапни-тапнине туйма чарӑнсан, юнпа хупланнӑ пуҫне аллисемпе ярса тытсан Энниока инҫетрен килекен уҫӑмлӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнчӗ; сасӑ Энниок тинтерех ҫеҫ каланӑ сӑмахсене сапаларӗ:

Принимая последние, добивающие удары фанатиков, Энниок, охватив руками голову, залитую кровью, услышал явственный, идущий как бы издалека голос; голос этот повторил его собственные недавние слова:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл кӗсменне тытсан, шлюпкине шалалла тӗртсе ярсан, тикӗс хум силленӗвӗ ҫырана хыҫала хӑварсан — пуш хирти аманнӑ ҫын пӗчченлӗхӗ евӗр тунсӑх унӑн пичӗ ҫине чирлӗ шухӑш мӗлкине ывӑтрӗ, — ҫак мӗлке хуланалла ӑнтӑлать.

Когда он взял весла, оттолкнув шлюпку, и плавная качка волны отнесла берег назад — тоска, подобная одиночеству раненого в пустыне, бросила на его лицо тень болезненной мысли, устремленной к городу.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Тен, вырсарникунччен ҫаврӑнса ҫитӗ-ха. Сире пурне те харӑс ярса тытсан аванччӗ те ҫав…» — шухӑшларӗ Телегин, Валет еннелле, эрех ярса пама ыйтса, шӑвӑҫ курка тӑсна май.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗрене пӗр вӗҫӗнчен тытсан, тепӗр вӗҫне тухаҫҫех вара.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, юрӗ, кун пирки кайран, хӑйне тытсан, тӗплӗнрех шухӑшлӑпӑр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытсан, тупата, пӗрне те каҫармӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегина «хураха кӑлармалли» никӗсе татах та ҫирӗплетме, Ольга Матвеевнӑпа «ӑнсӑртран» тӗл пулса калаҫма татӑклӑ шут тытсан кӑна Крапивин канӑҫлӑ ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн тӑвӗҫ сана тытсан, э?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене тытсан, кам мӗн ӗҫ тунине уйрӑмшарӑн палӑртмалла пулать.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери чаплӑ вӑйӑҫ, алла купӑс тытсан, тупата, чирлӗ ҫын сиксе тӑрса ташша ярӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытсан, поляк салтакне вӗлернӗ тесе, хамӑра та персе пӑрахӗҫ, кунта юлакан юлташсене те хӗн кӑтартӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Алла тытсан вӑл типӗ пек туйӑнать, анчах вӑл ҫыпӑҫтарма питех те юрӑхлӑ.

— На ощупь глина как будто еще суховата, но это как раз впору.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тепӗр эрнерен ак хӑвӑра лайӑх тытсан ташлама пуҫлатӑр.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— О-о, Нина, мӗнле шыраса тупрӑн эс мана? — Миша хулӗнчен пырса тытсан ҫеҫ тӑна кӗчӗ халличен ресторанта пулса курман хӗрарӑм.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed