Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: «апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шывшӑн антӑхакансем! пурте шыв патне кайӑр; кӗмӗлсӗррисем, эсир те кайӑр, туянӑр та ҫийӗр; кайӑр, кӗмӗлсӗрех, тӳлемесӗрех эрехпе сӗт туянӑр.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗлхе-ҫӑварӑма уҫам та ҫапла калам сире: ӑслӑлӑха кӗмӗлсӗрех туянӑр; 34. ӗнсӗре унӑн ҫӗклемӗ айне тайӑлтарӑр — чунӑр вӑл вӗрентнине хапӑллатӑр; ӑна ҫывӑхрах тупма пулать.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр; 45. хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ; 46. эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.