Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавар the word is in our database.
тавар (тĕпĕ: тавар) more information about the word form can be found here.
Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене кунта, пӗр вӑрӑм тавар вакунӗ тӗлӗнче, платформа ҫинче, икӗ ҫын кӗтсе илчӗ: пӗри ҫак станции начальникӗ, кӗрнеклӗ, чух пӳллӗ, чӑн чӑваш сӑн-питлӗ арҫын, хурӑмлӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскер; тепри Зинонпа договор ҫырнӑ универбаза экспедиторӗ, тулаш енчен Сергей Филиппов киноактера аса илтерекенскер.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пулас физик тепӗр куннех лекцисем хыҫҫӑн чукун ҫул станцине тухса вӗҫтерчӗ, унтан вӑл тавар хуҫипе — хулари тӗп специализациленӗ Универбаза экспедиторӗпе — студентсен ушкӑнӗ ку ӗҫе тума килӗшни ҫинчен хут — договор — ҫырса таврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ӗҫе тума тавар хуҫисем студентсене явӑҫтарма та хирӗҫ мар имӗш.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем патне тавар туянакан — вӑтам ҫулсенчи тӑрмаланчӑк хура ҫӳҫлӗ, йӑпшак кӗре питлӗ, янах таврашне шӑрт пек сухал карталанса сӑрӑннӑ, «хура ӗҫ» ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ мӑтьӑркка арҫын — пырса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паха тавар сентре ҫинче тусан ҫӑтса выртас ҫук ӗнтӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.

Половина из указанной суммы была получена в банкоматах, остальное было потрачено на покупки товаров в разных магазинах.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

2014 ҫулта Чӑваш Ене Украинӑран тавар илсе килесси /импорт/ 4,6 млн доллар таран чакнӑ е 2013 ҫулхи шайӑн 29 проценчӗ чухлӗ кӑна.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2014 ҫулта кашни ҫын пуҫне тавар сутас енӗпе ФАО регионӗсен хушшинче Чӑваш Ен Мордва, Мари Эл республикисене хыҫа хӑварнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Кашни ҫын пуҫне 107 пин тенкӗлӗх тавар сутнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Республикӑри промышленноҫ организацийӗсем пӗлтӗр хӑйсен вӑйӗпе 152,1 млрд тенкӗлӗх тавар ӑсатнӑ, ӗҫ пурнӑҫланӑ тата пулӑшупа тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑвашстат тавар хакӗпе пулӑшу тарифӗн шайӗсем пирки пухнӑ информацие тӗпе хурса экономикӑн уйрӑм секторӗнчи хаксен индексне палӑртать.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тавар хакӗ, пулӑшу тарифӗ

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗр каҫхине Вӑрмар МТСӗн тавар турттармалли автомашинӑн кустӑрмисем ҫухалнӑ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Тавар перронӗ ҫинчен курӑнать теҫҫӗ! — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

— С товарного перрона, говорят, видать! — раздавались голоса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

2022 ҫулта Кластер мелӗпе аталантармалли центр пулӑшнипе тата тепӗр 5 кластер туса хунӑ: «Приводлӑ машинӑсем тӑвасси», машинӑсем тӑвакан кластер, креативлӑ кластер, пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленность кластерӗ, чӗр тавар тата каяш рециклингӗн кластерӗ.

В 2022 году при поддержке Центра кластерного развития создано еще 5 кластеров – «Приводное машиностроение», машиностроительный кластер, креативный кластер, кластер текстильной и легкой промышленности, кластер рециклинга сырья и отходов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Правительствӑн идеологине шута илсе эпир республикӑра мӗн туса илнине пӗтӗмпех ӗҫлесе тирпейлетпӗр, тирпейлекен предприятисен хӑватне ӳстерме тата ҫӗнӗ тавар ушкӑнӗсене туса кӑларассине йӗркелесе ял хуҫалӑх продукцине тарӑннӑн тирпейлемелли инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама паракан патшалӑх пулӑшӑвӗн мелне малалла тӑсмалла тесе шутлатӑп.

Help to translate

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ун пек чухне тавар ҫывӑхне ют ҫынна ямасчӗ.

Help to translate

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.

Из-за какого именно сорта колбасы или товарного знака два комбината начали спор, не сообщается.

Вӑрнарти тата Мари Элти аш-какай комбиначӗсем кӑлпассишӗн тавлашма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34082.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed