Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хамӑн сӑваплӑ ятӑма Хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшинче кӑтартӑп, малашне Хамӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатма памӑп, вара халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Израилӗн Святойӗ пулнине пӗлӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем Мана тата акӑ мӗн кӑтартрӗҫ: ҫав кунах Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлерӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ: 39. вӗсем хӑйсен ачисене йӗрӗхӗсем валли пуснӑ кун Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ҫӳрерӗҫ, ҫапла ӑна ирсӗрлерӗҫ; Манӑн Ҫуртӑмра вӗсем акӑ мӗн хӑтланчӗҫ!
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ашшӗсен мухтавлӑ юррисене юрланӑ хыҫҫӑн ырӑ ҫынсен сӑваплӑ ачисем вӑрттӑн парне кӳнӗ, пурте пӗр шухӑшлӑн пулса, сӑваплӑ ҫынсем ырӑлӑхне те, хӑрушлӑхне те пӗр пекех тӳсесси Турӑ саккунӗ пултӑр тесе йышӑннӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ мана Хӑвӑн халӑхун патши пулма, Хӑвӑн ывӑлусемпе хӗрӳсен тӳри пулма суйласа илтӗн; 8. Эсӗ мана Хӑвӑн сӑваплӑ тӑву ҫинче Турӑ Ҫурчӗ лартма, Ху пурӑнакан хулара парне вырӑнӗ лартма каларӑн, ӑна Ху чӑн малтан тунӑ сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗ евӗрлӗ тума хушрӑн.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эппин, хаяр патшасем, ӑслӑлӑха вӗренӗр, ҫылӑха кӗрсе ан ӳкӗр тесе сӑмахӑма сире калатӑп: 10. сӑваплӑха сӑваплӑн упракансем сӑваплӑ пулӗҫ, ҫакна тума вӗреннисем тӳрре тухӗҫ.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пуҫҫапӑр: Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн Туррӑмӑр — сӑваплӑ.9. Превозносите Господа, Бога нашего, и поклоняйтесь на святой горе Его, ибо свят Господь, Бог наш.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем; 8. Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр, парнӗрсене илӗр те Унӑн картишӗсене кӗрӗр; 9. Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ сӑваплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫӗрӳ ҫине суя тӗнлисем килчӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Керменне ирсӗрлетрӗҫ, Иерусалим вырӑнӗнче ишӗлчӗк ҫеҫ выртать; 2. Санӑн чурусенӗн виллисене вӗҫен кайӑксене, сӑваплӑ ҫыннусенӗн ӳчӗсене ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене ҫиме пачӗҫ; 3. Иерусалим таврашӗнче вӗсенӗн юнне шыв пек тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ — Рафаил, сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене Турӑ патне ҫитерекен, Святой мухтавлӑхӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сӑваплӑ Ангелран пӗри пулатӑп, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Соломон Ҫурта та шалтан таса ылтӑнпа сӑрнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умне ылтӑн сӑнчӑрсем ҫактарнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме те ылтӑнпа сӑрнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӑна чи сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр; ӑна пур арҫын та ҫиме пултарать, [эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлусем те]; саншӑн ку сӑваплӑ парне пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ; 9. ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакна илтсессӗн Моисей ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 5. Корейпе ун майлӑ ҫынсене пурне те ҫапла тесе каланӑ: Хӑй патне ҫывӑхартмашкӑн кам Унӑн пулнине, кам сӑваплӑ пулнине Ҫӳлхуҫамӑр ыран кӑтартӗ; Вӑл кама суйласа илӗ, ҫавна Хӑй патне ҫывӑхартӗ; 6. эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: Корей тата унпа пӗр шухӑшлисем пурте тӗтӗркӗчсем илӗр те 7. вӗсен ӑшне ыран Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче вут-кӑвар хурӑр, тӗтӗрмелли хурӑр; Ҫӳлхуҫамӑр кама суйласа илӗ, ҫавӑ сӑваплӑ пулӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли выльӑх пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана мӗн кӳни пурте сӑваплӑ пултӑр: 10. ӑна улӑштарма юрамасть, аваннине начаррипе е начаррине аваннипе улӑштарас пулмасть; кам та пулин выльӑхпа выльӑх улӑштарсассӑн, улӑштаракан выльӑхӗ те, улӑштарса илекенни те сӑваплӑ пулӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 34. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр; 35. пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗпе пӗрле] ҫылӑх парни кӳме качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки хатӗрлӗр, канӑҫлӑх парни кӳме пӗр ҫулхи икӗ путек хатӗрлӗр; 20. ҫакна священник силлентерсе кӳрекен малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗсемпе пӗрле, икӗ путекпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳмелле, вӑл вара Ҫӳлхуҫана панӑ сӑваплӑ япала пулӗ; [ҫакӑ ӗнтӗ парне кӳрекен] священника [тивӗҫлӗ]; 21. ҫав кун халӑха чӗнсе пуҫтарӑр, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.