Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сикнӗ (тĕпĕ: сик) more information about the word form can be found here.
Павӑл, шарт сикнӗ пек пулса, уҫӑ кантӑк патне пычӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳрт тулли халӑх пуҫтарӑннине курсан Патирек малтан, хӑранипе, шартах сикнӗ пек пулчӗ, унтан никам ҫине те пӑхма хӑяймасӑр, шӑппӑн ҫеҫ кӗрекене кӗрсе вырнаҫрӗ, аллисем чӗтренине сиссе вӗсене часрах сӗтел айнелле пытарчӗ…

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам пултӑн-ха эс, упа ҫури тытма ҫапла ҫӳлтен сикнӗ ырӑ ҫыннӑм? — терӗ Иштерек ӗҫрен пушанса аллисене типӗ ҫулҫӑсемпе шӑлнӑ май.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пинеҫ инке, ҫынсене нумай чиртен сыватма пӗлекенскер, сикнӗ ура шӑммине наччасах хӑйӗн вырӑнне лартрӗ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ура сикнӗ, хускалма памасть.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑшӗ малтан сикнӗ сиртен кунта? — куларах ыйтрӗ ҫамрӑк сунарҫӑ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пакша туратран турата сикнӗ чухне шӑпах ҫывракан кашкӑр ҫине ӳкнӗ.

Белка прыгала с ветки на ветку и упала прямо на сонного волка.

Пакшапа кашкӑр // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 25 с.

Виҫе уйӑх ытла урама тухман Соня йӑлт халсӑрланнӑ иккен: пуҫӗ ҫаврӑннӑ унӑн, урисем чӗтренӗ, чӗри те васкаса сикнӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ячӗ мӗнле? — кӑрт сикнӗ пек пулчӗ Павлуш.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье утса ҫӳрекен пулнӑ, шыҫни чакнӑ, анчах чӗре халӗ те хытӑ сикнӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах Довронравов хӑйӗн уҫӑ кӑмӑлӗпе тулӑксӑр сикнӗ чӗрене хуллен пӑхӑнтарчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Господа, вырӑнтан никам та ан сикнӗ пултӑр.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урок пӗтсен, Павлуш сиккипе чупса килчӗ киле: ури унӑн тахҫанах тӳрленнӗ (никам та пӗлмест: те чӑнах сикнӗ пулнӑ унӑн ури, те хирӗннӗ кӑна).

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сыппинчен сикнӗ ури, вырнаҫтарас пулать…

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ай, няням, ури сикнӗ пулӗ, кӑҫаттине хачӑпа касас, унсӑрӑн хывас ҫук ӗнтӗ ӑна, — терӗ те Павлуш асламӑшӗ сурӑх ҫӑм касмалли пысӑк хачӑ пырса пачӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑлмак туса Моргиана пуҫне унта чикрӗ, сикнӗ чухне вазӑна урипе тапса ӳкерме палӑртрӗ.

Сделав петлю, Моргиана сунула в нее голову и рассчитала прыжок так, чтобы задеть вазу ногой.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл кунта сикнӗ тӗк санӑн ҫакна чухламаллах.

Если она спрыгнула здесь, ты должен это знать.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана Трешанӑн тискер ӗҫӗ пӗтӗмпех ҫирӗплетрӗ: вӑл йӑмӑкне наркӑмӑшлантарман тӑк Гервак халӗ шӑннӑ ҫӗр пек сивӗ чул ҫинче сикнӗ мӑйӗпе тата суранланса юнланнӑ аякӗпе выртмастчех.

Поступок Моргианы Тренган доказал все: если бы она не отравила сестру, Гервак не лежала бы теперь со свихнутой шеей и окровавленным боком на холодном, как мерзлая земля, камне.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сире тулаш пусма лаптӑкӗ ҫине пӳлӗм чӳречинчен сикнӗ чухне курнӑ.

Вас видели спрыгнувшей из окна комнаты на площадку наружной лестницы.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑлхисенче сывлӑш шӑхӑрать, ыткӑнса-ӑнтӑлса пынӑран ӳчӗ нӑйкӑшать-сурать, мӗн пурри пӗтӗмпех — сывлӑш ҫитменнипе антӑха-антӑха, чӑнкӑ ҫӗртен шыва сикнӗ хыҫҫӑн хӑлхара шав кӗрленӗн янӑравлӑн — хусканусӑрлӑхне ҫухатрӗ те унпа пӗрле ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупма тытӑнчӗ.

В ушах засвистел воздух, от быстрых движений разом заныло тело, все потеряло неподвижность и стремглав бросилось бежать вместе с ним, задыхающееся, оглушительно звонкое, как вода в ушах человека, нырнувшего с высоты.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed