Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Эсир те Ун урлӑ пур ырӑлӑха та тулли илнӗ, Вӑл пур пуҫлӑха та, пур хӑвата та Пуҫ.10. и вы имеете полноту в Нем, Который есть глава всякого начальства и власти.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пур тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ пулмашкӑн, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тумалӑх та пуян пулмашкӑн Турӑ сире пур тӗрлӗ ырӑлӑхран та пуйтарма пултарать, 9. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗре пырать» тенӗ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23. пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24. Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать: 31. Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ: 19. ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, 20. Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Суя тӗнлисене иудейсем нимӗнле хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене пур енчен те хаяррӑн хӗссе тӑнӑ; кусем вара Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана, пур пуҫлӑх Пуҫлӑхне, хӑйсенӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Туррине, Ашшӗне, тархасласа чӗннӗ, пурте вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗпе макӑрса чӗннӗ — мухтавлӑн курӑнса, усал шухӑш тытнисен ӗҫне сирсе яма, хӑйсем валли хатӗрлесе хунӑ вилӗмрен ҫӑлса хӑварма тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗрӗ Ҫӳлхуҫа пире хаса парса ӑса кӗртмешкӗн пӗр вӑхӑтлӑха ҫилленнӗ пулсассӑн та, Вӑл Хӑйӗн чурисене каллех хӗрхенӗ; 34. эсӗ вара, пур ҫынран та чи ҫылӑхли те чи айӑпли, Унӑн чурисем ҫине алӑ ҫӗклеме пултаратӑп тесе суя ӗмӗтпе мӑнаҫланса кӑлӑхах ан хӑпартлан: 35. эсӗ Пурне те Тума Пултаракан, Пурне те Курса Тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлаймӑн.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! пурне те чӗрӳ патне ил, куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, Эпӗ сана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӗтӗм йӗрки ҫинчен, унӑн пӗтӗм саккунӗ ҫинчен каланине пурне те итле; Турӑ Ҫуртне кӗмелли, сӑваплӑ вырӑнтан тухмалли пур вырӑна та чӗрӳ патне ил, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑйне пур енчен те тӑшманӗсем хӗстернӗ чухне вӑл Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, Ӑна парнене ҫамрӑк путек кӳнӗ — 20. Ҫӳлхуҫа вара тӳперен аслати авӑттарнӑ, аслати кӗрленӗҫемӗн Унӑн сасси илтӗнсе тӑнӑ, 21. Тир ҫулпуҫӗсене, Филисти хуҫисене пурне те пӗтерсе тӑкнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур; 14. пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл вара вӗсен пур тӳпем вырӑнне ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухнӑ, вӗсен катисене касса тӑкнӑ: ӑна ҫак ҫӗршыври турӑсене пурне те ҫӗмӗрсе тухма хушнӑ пулнӑ, ӗнтӗ малашне пур халӑх та пӗртен-пӗр Навуходоносора ҫеҫ пуҫҫаптӑр, ӑна мӗнпур ӑру, мӗнпур йӑх Турӑ вырӑнне асӑнтӑр, тенӗ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Вооз аслӑ ҫынсене, пур халӑха ҫапла каланӑ: эсир акӑ эпӗ Ноеминьрен Елимелехӗн пур пурлӑхне те, Хилеонпа Махлонӑн пур пурлӑхне те туяннине курса тӑратӑр; 10. тата эпӗ, вилнӗ хурӑнташӑмӑр ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса юлтӑр тесе, унӑн ячӗ тӑванӗсем хушшинчен, хапха умӗнчи вырӑнӗнчен ан ҫухалтӑр тесе, Махлон арӑмне, Моав хӗрне Руфе, качча илетӗп; эсир паян кӳнтеленсем пулатӑр, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; 11. ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; 12. чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; 13. кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ; 2. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.