Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Кам та кам ҫакна хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн е ҫакӑнта ҫырнине мӗне те пулин пӑрахӑҫласассӑн, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ» тенӗ ҫав ҫырура.45. А кто сделает что-нибудь против сего, или отменит что из сего, будет повинен».
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эхер те хӑш халӑхӗ те пулин ҫак йышӑну ҫумне мӗн те пулин хушас е унран кӑларса пӑрахас тесессӗн, ҫакна пӗр-пӗринпе канашласа тумалла, вара мӗн хушни е кӑларни вӑя кӗрӗ, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсене кам та пулин мӗн тума та пулин сӑмах парсан, ҫавна тумасан шыраса илеймеҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Селӗм тумланатӑн пулин те, хӑвна ылтӑн ҫипуҫпа эрешлетӗн, куҫна сӑрӑпа сӑрлатӑн пулин те, хӑвна ахалех капӑрлататӑн: еркӗнӳсем сана тиркерӗҫ, вӗсем санӑн чунна шыраҫҫӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен — ҫарпуҫсенчен — пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, каялла чактарма пултараятӑн-и?9. И как ты хочешь заставить отступить вождя, одного из малейших рабов господина моего,
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуҫкӑшӑль салатса тӑнӑ хулана, купсисем те пулин улпутсем пулнӑ, суту-илӳ тӑваканӗсем те пулин ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисем пулнӑ хулана — Тир хулине — ҫапла пуласса кам малтанах палӑртса хунӑ?
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫылӑхлӑ ҫынсем курӑк пек ӗрчеҫҫӗ пулин те, усал ӗҫ тӑвакансем чечекленеҫҫӗ пулин те, кайран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе ҫухалаҫҫӗ.8. Тогда как нечестивые возникают, как трава, и делающие беззаконие цветут, чтобы исчезнуть на веки.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ: 8. тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те, 9. вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑх хушшинче чылайӑшӗ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йӑхӗнчисем — тасалман пулнӑ; апла пулин те, йӗрке тӑрӑх туман пулин те, вӗсем те Пасха апатне ҫинӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗтӗм Израиль халӑхӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн халӑхӑма кӗтсе ҫӳреме лартнӑ Израиль тӳрисене хӑшне те пулин «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каларӑм-и?
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен-ҫарпуҫсенчен пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, ҫӗнтерме пултараятӑн-и?24. Как тебе одолеть и одного вождя из малейших слуг господина моего?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елисей ӗнтӗ Гиезие каланӑ: пилӗкне ҫых, аллуна манӑн туяна тыт — кай; кама та пулин тӗл пулсассӑн, ӑна ан саламла, кам та пулин хӑвна саламласассӑн та — ӑна сӑмах ан чӗн; ман туяна эсӗ ача пичӗ ҫине хур, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗтӗм Израиль ывӑлӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн Израиль халӑхне кӗтсе ҫӳреме лартнӑ хӑш йӑха та пулин Эпӗ: «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каланӑ-и?
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.