Шырав
Шырав ĕçĕ:
Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
… Урампа кам та пулин иртсе пырать пулсан, вӑл мӗнпе те пулин ытти ҫынсем пек мар пулсан, е урӑхларах тумланӑ, е вӑл ахаль ҫын пек мар, хӑвӑртрах утать пулсан, — «Мов», хӑйӗн ҫӗршер пуҫне ун еннелле ҫавӑрса, ӑна ҫисе ярас пек куҫпа хыпашласа ӑсатса ярать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Куҫҫуль витӗр пулин те, куратӑп — вӑл йӑлтах хӗрлӗ, амӑшӗнчен уйрӑлсах ҫитмен пулин те, ҫут тӗнчене халех кӑмӑлламасӑр, тапкаланать, хирӗлет, хытӑ кӑшкӑрать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ун пек хӑнӑхупа пурӑнмашкӑн начарах пулман; пурнӑҫ ҫынна унтан та кунтан пӗчӗккӗн тире-тире, чӑрмала-чӑрмала, чыша-чыша илнӗ пулин те, хӑш-пӗр чух тата ҫав тӗтреллӗ шухӑшсене хыттӑнах тиверте-тиверте илнӗ пулин те, вӑл тӗтреллӗ шухӑшсем ҫапах та ҫирӗп ҫыпӑҫакан шухӑшсем пулнӑ, вилӗ халлӗн аплипех тӑнӑ; ҫурӑксем чӑрмаланӑ вырӑнсем пурте хӑвӑртрах ҫӗнӗрен тӳрлене-тӳрлене ларнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Чылайӑшӗ мӗн те пулин тӑвасшӑн, хӑйсен кӑмӑлӗсемпе шухӑшӗсене епле те пулин пурнӑҫа кӗртесшӗн пулнӑ, — вӗсем ҫак сивӗ сӑрӑ чулсем ҫинелле чӑкӑлташсах пыра-пыра ҫапӑннӑ, чулӗсем мӗн пурӗ те пӗр япалашӑн — хӑйсен ӳчӗсене ӑшӑтасшӑн ҫеҫ ҫуннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пурне те айӑплакан, пуриншӗн те тарӑхакан, курӑнса тӑракан киревсӗрлӗхсенчен хӑйсене епле те пулин пӑрма тӑрӑшакан, хӑйсене мӗнле майпа та пулин ҫылӑхсӑра хуракан ҫынсемпе ҫеҫ тӗл пулаттӑм, — вӗсем хӑйсен ӑраскалсӑрлӑхне чӗмсӗр шӑпа ҫине, усал ҫынсем ҫине йӑвантаратчӗҫ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл, хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне — лара-тӑра пӗлмен маттурӑн чӑрсӑрлӑхне кӑшт та пулин, кам та пулин тӗкӗнсен, пуринчен ытла хӑй умӗнче этем хакне тӑман ҫын тӗкӗннӗ чухне, ялан пекех кӑкӑрӗнче йӗкӗлтекен япала, пӗҫертсе янине туйнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кам та пулин мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, — чӗрӗ юлас килсен, ан чӗн!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Санька, пилотки ҫинчи мамӑк пӗрчисене иртсе пӗтернӗччӗ пулин те, ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫап-ҫутӑ ялкӑшать пулин те пурпӗрех ӑна ҫаннипе сӑтӑрса тӑрать.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пысӑк йывӑҫ чашӑкра йӳҫӗтнӗ панулмисем тӑп-туллиех пулин те, чӳлмекри ҫӑка пылӗ хытса ҫитнипе саррӑн курӑнать пулин те, вӗсем, Федя хӑйсем ҫинчен начар ан шухӑшлатӑр тесе, нихӑшне те астивсе пӑхмарӗҫ, хӑйсем мӑнкӑмӑллӑн: — «Тавтапуҫах, ӗҫрӗмӗр те, ҫирӗмӗр те» терӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Девяткин хӑйне, Санькӑн чи ҫывӑх юлташӗ тесе шутланӑ пулин те, хӑть мӗн пулсан та «Эпир Коншаковпа» теме юратнӑ пулин те, Санька ун шухӑшӗпе сайра хутра ҫеҫ килӗшнӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйӗн пурнӑҫне тинкерсе сӑнанӑҫемӗн, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗҫемӗн, вӑл ҫапла шутларӗ: урӑх унӑн ниҫта каймалли те, ним шырамалли те ҫук; поэзисӗр пулин те, тахҫан ӗмӗтленнӗ ялта, хресченсемпе тарҫӑсем хушшинче хуйхӑсӑр иртен тулӑх пурнӑҫсӑр пулин те, унӑн пурнӑҫ идеалӗ ҫитрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Чӑнах тата мӗн те пулин тума кирлӗ-и, мӗне те пулин ӑмсанма пулать-и?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑм юратса улталанать пулин те, ҫав илӗртӳллӗ ултавшӑн вӑл, темле пысӑк йӑнӑш тума та, йӑнӑшпа телейлӗ пулма та хатӗр — Ольга Штольца кӑшт та пулин ҫапла юратать-ши?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗкхи пекех, ун патне кил хуҫи арӑмӗ кӗркелесе мӗн те пулин туянма е мӗн те пулин ҫисе пӑхма сӗнет; кил хуҫи арӑмӗн ачисем чупса килкелеҫҫӗ; вӑл кил хуҫи арӑмӗпе пӑлханмасӑр, кӑмӑллӑ калаҫать, унӑн ачисене вӗрентет, вӗсем пакӑлтатса вуланине итлет те, кулас килмесӗр, сӳрӗккӗн кулкалать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ кӑшт мӗн те пулин сиксе тухсанах, тӳрех пирӗн ҫине калаҫҫӗ ӗнтӗ: выльӑх ӳксе вилме пуҫлать-и е камӑн та пулин хаттине вут хыпса илет, — пуриншӗн те эпир айӑплӑ пулатпӑр.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956