Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те вӗсен тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ; кам та пулин вӗсене усал тӑвасшӑн пулсан, ҫавӑн пекех вилсе выртӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин ҫапла каланӑ-и: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ-и?
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин Турӑ ҫапла каланӑ-и: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ-и?5. Ибо кому когда из Ангелов сказал Бог: Ты Сын Мой, Я ныне родил Тебя?
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа эпӗ сире хамӑн ҫырӑвӑмпа хурлантартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп ӗнтӗ, малтан ӳкӗнсеттӗм: ҫав ҫыру сире пӗр вӑхӑта пулин те хуйхӑртнине пӗлетӗп.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсир каҫарнӑ ҫынна эпӗ те каҫаратӑп, эпӗ кама та пулин мӗншӗн те пулин каҫартӑм пулсассӑн, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫарнӑ — 11. пире шуйттан сиен ан тутӑр тенӗ, эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те.7. Ибо едва ли кто умрет за праведника; разве за благодетеля, может быть, кто и решится умереть.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп: 11. мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн 12. тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ!
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан, 20. ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сирӗнтен кам та пулин йывӑр асап курать пулсан, кӗлтутӑр; кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псалом юрлатӑр.13. Злостраждет ли кто из вас, пусть молится. Весел ли кто, пусть поет псалмы.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗн хушшӑртан кам та пулин манпа пӗрле пыма пултарать пулсан — пыччӑр, ҫав ҫынра мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн ӑна айӑплаччӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Закхей тӑнӑ та Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫав кун кам та пулин ҫурт тӑрринче пулсассӑн, япалисем ҫуртӗнче пулсассӑн, вӑл вӗсене илес тесе ҫӗре ан антӑр; кам та пулин хирте пулсассӑн, вӑл та каялла ан таврӑнтӑр.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Куҫлӑ пулин те курмастӑр-и? хӑлхаллӑ пулин те илтместӗр-и? астумастӑр-им?18. Имея очи, не видите? имея уши, не слышите? и не помните?
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кам та кам ҫав ӳкӗтсенчен пӗрне те пулин — чи пӗчӗккине те пулин — пӑрахӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни пулӗ; кам ҫавна пурӑнӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен тархасласа ыйтнӑччӗ: халь пурӑнакансенчен кам та пулин ҫылӑх тумасӑр пурӑнакан тупӑнать-и? е ҫӗр ҫине ҫуралнисенчен кам та пулин Санӑн халална пӑсманни тупӑнать-ши?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35. Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36. Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37. Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.