Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрса (тĕпĕ: палӑр) more information about the word form can be found here.
Совет литературипе искусствин паха енӗ вӑл идейӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳлти пусӑмра пулнипе тата халӑх кӑмӑлне туллин тивӗҫтернипе вӑйлӑн палӑрса тӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Мини-футбол уйӗнче ӑсталӑхпа палӑрса «Урмай-2» команда пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӗсем хӑйсен пахалӑхлӑ ӗҫӗпе, социаллӑ-экономикӑлла пурнӑҫа тӳпе хывнипе, профессионализмпа, ыркӑмӑллӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Тӳррипе каласан, ырри-и вӑл — калама хӗн, ҫапах та хӑш-пӗр нимпе палӑрса тӑман кунсемех ытти чуна ҫӳҫентерекен кунсем хушшинче тавӑрма ҫук мӑскаллӑ вӑхӑт пек ӑшран тухмаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Данил Макарович, кӑкӑрти сывлӑш чӗлӗм тӗтӗмӗ пек палӑрса тухакан сивӗ столовӑйра килти пекех хывӑнса ларнӑскер, мана та хывӑнтарнӑскер, хӑйӗн турилккисене ҫуса тасатнӑнах пушатса пычӗ, хушӑран ҫинӗ чухне калаҫма юраманни пирки хӑй мана тӑн панине манса кайсах, ытти ҫынсене ятларӗ.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пурна-киле пурнӑҫӗ та ҫӗнӗ ӳсӗмсемпе палӑрса тӑтӑрччӗ тетпӗр.

Help to translate

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

Вӑл курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе палӑрса ют ҫӗршывра туса кӑларакан таварсене улӑштарма ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелет.

Help to translate

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Вӑй-хал тата ӑс-хакӑл ҫивӗчлӗхӗпе уйрӑмах палӑрса Елчӗкри вӑтам шкулӑн «Орленок» ушкӑнӗ улттӑшӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ.

Help to translate

Иккӗшӗнче те — Елчӗксем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b8%d0%b ... %b5%d0%bc/

Регионсен хушшинчи турнирта вӗсем лайӑх кӑртартусемпе палӑрса финала тухнӑ.

Help to translate

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

«Ял спорт ӑмӑртӑвӗсенче эпир ҫулсеренех пысӑк кӑтартусемпе палӑрса пыратпӑр, ҫӗршыв шайӗнче ыттисемшӗн тӗслӗхре тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Help to translate

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Пухӑннисен умӗнче салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫнӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑракан округра пурӑнакан ӗҫ ҫыннине куҫ тӗлне тӑвасси малашне те малти вырӑнта пулма кирлине палӑртса каланипе пӗрлех пурне те Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.

Help to translate

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Кӗпер хӑйне евӗрлӗхӗпе, аркӑсен ҫӳллӗшӗпе палӑрса тӑрать.

Мост отличается своеобразием, высокими арками.

Мӑкӑр кӗперӗ федераци пӗлтерӗшлӗ культура объекчӗ пулса тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34906.html

Вӗсен паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн чӑнласах та тӗслӗх шутӗнче тесен те йӑнӑшах мар пулӗ, вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе хамӑрӑн ҫӗршывра анчах мар, ытти ҫӗршывсенче те палӑрса тӑраҫҫӗ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Плотина ҫывӑхӗнчи лаптӑксене ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫре те палӑрса тӑнӑ.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Хӑйне шаннӑ ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа тата вӑхӑтра пурнӑҫланипе палӑрса тӑрать.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

И.Гончаров — шкулти пур енӗпе те палӑрса тӑракан вӗренекенсенчен пӗри.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӗрачасем профессорӑн питҫӑмартийӗ сисӗнмеллех туртӑнса илнине курчӗҫ, тата икӗ куҫхарши хушшипе, ҫамки урлӑ, тарӑн йӗр палӑрса тухрӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл калама чарӑнчӗ, анчах унӑн пичӗ ҫинче ҫаплах тарӑн шухӑш йӗрӗ палӑрса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӑйне яланах лӑпкӑ та кӑшт именчӗклӗ тытнинче ҫын кӑмӑлне тӳрех ҫемҫетекен, ӑна хӑй енне туртакан вӑрттӑн вӑй пурри палӑрса тӑрать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed