Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрмасть (тĕпĕ: палӑр) more information about the word form can be found here.
Лишайника аса илтерекен тарӑнрах хытнӑ куҫӗсенче те вут-хӗмлӗ яшлӑх ялтӑравӗ тӑмӑчах палӑрмасть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Питӗ вӑйсӑр вӑл, юнӗ сахал унӑн, питӗнче пӗр юн пӗрчи палӑрмасть, шур хут пек…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах хӗр сассинче макӑру палӑрмасть, ҫавӑнпа танлаштару та ӑнӑҫсӑр.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ, мӗн чухлӗ ырату пуҫтарӑннӑ унӑн ӑшӗнче, анчах сӑнӗнче вӑл ытлашшиех палӑрмасть.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кулянса хуравлани палӑрмасть унта, юлашки ҫырӑвӗнчи пӗр вырӑн ҫеҫ иккӗлентерет: «Тӗрӗс тӑватӑн, Шурочка, пӑрах та кил».

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӳҫӗпе сухалӗ те шуралма тытӑннӑ пулас та ун, сарӑ ҫыннӑн питех палӑрмасть:

Он был светловолос, и седина в бороде и на волосах была почти невидимой.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Любовь Валентиновна вӗрентекенӗн хисеплӗ те сӑваплӑ, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ ӗҫне чунтан пурнӑҫланипе кӑна палӑрмасть, пушӑ вӑхӑтра кӗнеке вулать, компьютерти ҫӗнӗлӗхсене алла илет.

Help to translate

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Чуна ним ӑшӑтмарӗ ыррӑн, Илемлӗ шанчӑк палӑрмасть.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Липа хӑйӗн кӑн-кӑвак куҫӗсене Ятман ҫине ҫӗклерӗ — ҫук вӗсенче кӳренӳ палӑрмасть, хӗр йӑвашшӑн пӑхать.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялӗ палӑрмасть те ӗнтӗ халь.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урам варринче ҫул хури нимӗн чухлӗ те палӑрмасть — юр ӳкнӗренпе ҫунасем сахал шунӑ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урисем чӑнахах та шыҫӑннӑ иккен, пакӑлчак шӑмми те палӑрмасть сулахай урин.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑрмӑн хуралҫи патне каякан ҫула кӗрт хӳсе тултарнӑ, ҫын ҫӳренӗ йӗр те палӑрмасть.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мухтав турра, юн тӗсӗ палӑрмасть, — терӗ профессор, куҫҫулӗ пек тӑп-тӑрӑ шӗвек пробиркӑна юхнине курса.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗрчун та, йывӑҫ-курӑк пурри те палӑрмасть вӑл труба витӗр.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах унӑн капӑр сӑн-питӗнче нимӗн те палӑрмасть.

Но в ярком ее лице не было ничего заметно.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Тӗрмен вӑрттӑн ҫакнашкал пурнӑҫӗ пӗрре пӑхсан ӗҫ-пуҫӑн официаллӑ тӑрӑмӗнче нимӗнпех те палӑрмасть; дежурствӑсен ылмашӑнӑвӗ, хуралсем, кану сехечӗсем, канцеляри отчетлӑхӗ, следстви влаҫӗсемпе тӗрме администрацийӗн хутшӑнӑвӗ ҫар служби пек уҫӑмлӑн пулса пыраҫҫӗ, арестант вара, енчен те унӑн тӗрмере е унӑн тулашӗнче усӑллӑ ҫыхӑнусем ҫук тӑк, унпа юнашар е кӳршӗ камерӑра ларакан ҫын мӗнле ӗҫне аппаланнине тӗшмӗртмест те.

Такая тайная жизнь тюрьмы ничем на взгляд не отражалась на официальной стороне дела; смена дежурств, караулов, часы прогулок, канцелярская отчетность и связь следственных властей с тюремной администрацией текли с отчетливостью военной службы, и арестант, лишенный полезных связей в тюрьме или вне ее, даже не подозревал, какие дела может вести человек, сидящий с ним рядом, в соседней камере.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Бетсин сивлек сӑнӗнче нимӗнле шанчӑк та палӑрмасть.

Хмурый вид Бетси не вызывал в нем особых надежд.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Вӗсем фашистла идейӑсене ырлани нихӑш енчен те палӑрмасть.

Одобрение фашистских идей у них никак не проявляется.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Сидор чӑнласах калать пулас, питӗнче шӳт туни-мӗнӗ палӑрмасть.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed