Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрнипе (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗн ҫутӑ та ҫирӗппӗн пӑхакан куҫӗсем тавра темӗнле кӑвакрах йӗр палӑрать, анчах вӗсем, Наталья кӗтнӗ пек, макӑрнипе шыҫса кайман; куҫӗсем хӑйсем те тӗксӗмленнӗ, шаларах путнӑ пек курӑнаҫҫӗ, яланах кӑшт мӑнаҫлӑн, ҫынсене тиркерех пӑхаканскерсем, вӗсем паян урӑхла, инҫетрен, тӗлсӗр пӑхнӑ пек туйӑнать.

Строгие, светлые глаза матери окружены синеватой тенью, но не опухли от слёз, как ожидала видеть это Наталья; глаза как будто тоже потемнели, углубились, и взгляд их, всегда несколько надменный, сегодня казался незнакомым, смотрел издали, рассеянно.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Анчах, вӑрансан, макӑрнипе пичӗ йӗпеннине туйса илчӗ.

Но, пробудившись, он почувствовал, что лицо у него мокро от слез.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Класа кӗрсенех Чижик унӑн куҫӗсем макӑрнипе хӗрелнине асӑрхарӗ.

Чижик сразу заметила, что у нее глаза заплаканы.

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Макӑрнипе халсӑрланнӑ Оля сӗнк пулчӗ.

Обессилевшая от слез, Оля задремала.

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Макӑрнипе шыҫса хӗрелнӗ куҫӗсем те типрӗҫ.

Воспаленные глаза высохли.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Макӑрнипе унӑн пӗтӗм кӗлетки чӗтреме тытӑнчӗ те, вӑл, антӑхса каяс патне ҫитсе, пуҫне койка ҫине Егор ури вӗҫне хучӗ.

Рыдания потрясали ее тело, и, задыхаясь, она положила голову на койку у ног Егора.

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унӑн куҫӗсем макӑрнипе шыҫса кайнӑ пулнӑ.

Глаза у нее были опухшие от слез.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Татьяна макӑрнипе шывланнӑ, кулса тӑракан куҫӗсемпе ун ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ: вӑл чӑннипе куҫҫуль юхтаракан ҫын пулман, макӑрнипе вӑл ҫынсен чунне ҫемҫетме шутланӑ, мӗншӗн тесен кун пек туни ӑна йывӑр вӑхӑтсенче пулӑшнӑ.

Татьяна смотрела на него искоса влажными от слез, смеющимися глазами: она в самом деле не была слезливой и рассчитывала на слезы как на «способ воздействия», который уже выручал ее в тяжелых случаях.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья пичӗ кӗл пек шуралса кайнӑ, нумай макӑрнипе тӑртаннӑ.

Авдотья была иссера-бледна, лицо ее распухло от слез.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тыттарнӑ та, укҫи тухса ан ӳктӗр тесе, хӑех ун аллине пӑчӑртанӑ, тепӗр аллипе пӑрахут ҫинелле тата хӑранипе, макӑрнипе сассине ҫухатма пуҫланӑ хӗрарӑм еннелле тӗллесе кӑтартнӑ.

Сунул и сам же зажал ему руку, чтобы монета не вывалилась, и показывает ему на пароходик и на женщину, которая в это время уже начала терять голос от испуга и плача…

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Куҫҫуль ҫитмерӗ пуль, малтанхисемшӗн макӑрнипе юхтарса пӗтерчӗ ӗнтӗ.

Слез, видно, не хватило, выплакала на первых все.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Акимушка хӗрарӑма хул пуҫҫирен йӑтса илет, макӑрнипе сӑнран кайнӑскере хӑй еннелле ҫавӑрать.

Он подымает ее за плечи, поворачивает искаженное болью лицо к себе.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Чиперкке служанка, макӑрнипе куҫӗсем шывланнӑскер, мана пӗр курка сӑра пырса пачӗ, эпӗ ӑна куҫӗнченех пӑхса илтӗм.

Хорошенькая служанка с заплаканными глазами принесла мне кружку пива; я взглянул в ее лицо.

XV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Хуйхӑллӑ кӑшкӑрашнипе, макӑрнипе сывлӑш чӗтресе тӑрать.

Воздух дрожал от горестных вскриков и плача.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Васька ҫухалнӑран вара вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, ура ҫинче те ӗсӗклесе е сасӑпах макӑрса ярать: макӑрнипе ачине каялла тавӑрма пулать тейӗн ҫав!

С той ночи, как пропал Васька, она и во сне и наяву то всхлипывает, то в голос ревет: как будто этим можно вернуть мальчишку!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Улпут, ҫапла карчӑка мӑшкӑлланӑшӑн ҫылӑх пулать! — макӑрнипе пӗрле кӑшкӑрни илтӗнчӗ урама.

— Грех со старухой такое делать, барин! — с плачем рвался на улицу крик.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пит-куҫне аллисемпе хупласа, макӑрнипе тӑртаннӑ йӗпе питҫӑмартине лутӑрканнӑ тутӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, вӑл ҫаплах, куҫҫулленнӗ куҫпах, тӗлӗрсе кайрӗ.

Так в слезах и уснула, лежа ничком, схоронив в ладонях заплаканное лицо, прижавшись опухшей и мокрой щекой к скомканному платку.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ.

И у Ивана Алексеевича, тронутого детским плачем, ребячьей волнующей жалостью, навернулась непрошеная слеза, посолила разбитые, спекшиеся губы.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хытах макӑраймастӑп пуль, макӑрнипе сана вӑратаймӑп ҫав!

Видно, не громок плач мой, не разбудить им тебя!

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Макӑрнипе тӑртаннӑ пит-куҫлӑ Анфиса Иринӑна ыталаса, каллех куҫҫуль юхтарсах макӑрма пуҫларӗ.

Анфиса, с заплаканными, опухшими глазами и с лицом обрюзглым, обняла Ирину и снова залилась слезами.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed