Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сасси, куҫӗ — Петӗрӗн, кӗлетки, сӑнӗ — эп палламан такамӑн.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Кӗлетки самай тӗреклӗ пулин те сулӑна-сулӑна кайрӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Кӗлетки яшт кӑна.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫавӑнпах пӳрнӗ таран та ҫитӗнеймерӗ: кӗлетки ҫын тиркемелле мар пулин те, вӑрӑм хӗр пуласскерччӗ…
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Сӳтсе сапаланӑ ҫӳҫӗ айӗнче унӑн ҫурӑмӗ те, кӗлетки те курӑнмарӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Куҫ умне татах та уҫҫӑнрах тухса тӑчӗ кӑвакарчӑн пӗсехи пек тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑрлӑ; йӗкӗр ывӑҫа кӗмелле пилӗклӗ хӗр кӗлетки.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Куҫ умне сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхакан чечек пек ачаш хӗр сӑн-пуҫӗ, кӗлетки тухса тӑрать.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унта пӗр хӗр кӗлетки куҫкалани курӑнать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Павӑл ташша тухсан, вӑл каллех кӗлеткине тӳрлетрӗ, пуҫне каҫӑртса хучӗ, сӑнран ҫуталчӗ, ҫӑмӑлланса кайрӗ, — пукан ҫинче лармасть, сывлӑшра тӗк пек выляса-вӗҫсе тӑрать тейӗн, ҫак шухӑ, илемлӗ кӗвве, пуҫа хӑмла хӑвачӗ пек ҫавӑрса яракан, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ хум пек тытса илсе ҫӗклекен кӗвве унӑн кивӗ тӗссӗр купӑсӗ мар, пӗтӗм кӗлетки шӑрантарса кӑларать тейӗн.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Акӑ ӗнтӗ Тимуш лавӗ пӑхӑр тӗслӗ салтак кӗлетки умне ҫитсе чарӑнчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Палӑка уҫмалли вӑхӑт ҫитиччен ӗҫӗ чылаях-ха, ҫапах салтак кӗлетки умне тахӑшӗ чечек кӑшӑлӗ пырса хунӑ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тепӗр икӗ сехетрен Тимуш пӑхӑр тӗслӗ салтак кӗлетки умне ҫитсе чарӑнчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унӑн сӑнӗ сасартӑк тискерленсе кайрӗ, кӗлетки сиксе чӗтрерӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Халь те вӑл самантрах этем кӗлетки ӑсталарӗ те ӑна хӑйпе юнашар лартрӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑйлансах пыракан ҫил-тӑман витӗр ҫӑл кутӗнче ҫын кӗлетки курӑнать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тем вӑхӑт мӑкӑльтетрӗ Тимушӑн пӗчӗк кӗлетки ҫемҫе юр сӑрчӗ ҫинче.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кӗлетки палланӑ ҫын кӗлетки пек.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унччен те пулмарӗ, вӑл урай варринелле сирпӗнсе кайрӗ те, Сантӑрӑн лутра та сарлака кӗлетки алӑк анлӑшне тултарса хучӗ.
XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унӑн хыткан кӗлетки ҫинче шалпар куртка хӑмпӑланать.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӗлетки хӑй темле ҫи-пуҫа та илем кӳрӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.