Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫхаршийӗсем (тĕпĕ: куҫхарши) more information about the word form can be found here.
Ытларах сӑнанӑҫемӗн Макҫӑм пиччен ҫӑра куҫхаршийӗсем тӗксӗм шухӑшпа хускалкаласа пӗркеленнӗ, вара вӑл чӗлӗмне тата ытларах мӑкӑрлантарнӑ.

И чем более присматривался дядя Максим, тем чаще хмурились его густые брови, и он все усиленнее пыхтел своею трубкой.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ӑнланма ҫук тӗлӗнмелле сӑнӗ-пичӗ, ҫиллессӗн пӗркеленнӗ куҫхаршийӗсем, костылӗсемпе туклаттарни тата ун тавра пӗрехмай чӗлӗм тӗтӗмӗ йӑсӑрланни — ҫаксем пурте таврари ҫынсене хӑратнӑ, унӑн касӑлса ҫӗвӗленнӗ ӳтӗнче ырӑ та ҫулӑмлӑ чӗре тапнине, шӑрт пек ҫӳҫлӗ тӑваткал та пысӑк пуҫӗнче пӗр таттисӗр шухӑш явӑннине ҫак уксах-чӑлаха питӗ ҫывӑх пӗлекен ҫынсем кӑна чухланӑ.

Странная наружность, угрюмо сдвинутые брови, стук костылей и клубы табачного дыма, которыми он постоянно окружал себя, не выпуская изо рта трубки, — все это пугало посторонних, и только близкие к инвалиду люди знали, что в изрубленном теле бьется горячее и доброе сердце, а в большой квадратной голове, покрытой щетиной густых волос, работает неугомонная мысль.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Мадам тутине ҫыртрӗ те куҫне чарах уҫса пӑрахнипе унӑн куҫхаршийӗсем ҫамки ҫине улӑхса кайрӗҫ.

Мадам прикусила губу и так раскрыла глаза, что брови ее вползли на лоб.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Казачкӑн хура та хытӑ палӑрса тӑракан куҫхаршийӗсем айӗнчи куҫӗсем хӑна ҫине пӗр хумханмасӑр пӑхаҫҫӗ.

Серые глаза под темными, резко прочерченными бровями исконной казачки спокойно разглядывали гостя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Каччи аптӑрамасть вара, куҫхаршийӗсем епле.

— А парень ничего себе, брови-то какие!

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ефросиньйӑн хӗвелпе пиҫнӗ сӑн-пичӗпе пӗркеленнӗ куҫхаршийӗсем те курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

Уже видны были загорелое лицо и нахмуренные брови Евфросиньи.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн пысӑк та сарӑ куҫхаршийӗсем хӗвелпе пиҫнӗ питӗнчен те ҫутӑрах.

Широкие русые брови ее были светлее загорелого лица.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина унӑн питҫӑмартийӗсем, куҫхаршийӗсем чӗтресе илнине курчӗ, таҫта, тӑнлав патӗнче те, куҫхаршийӗсемпе куҫсен кӗтессисенче те туртӑнса илни сисӗнчӗ.

Валентина увидела, как дрогнули его щеки, брови и напряжение почувствовалось где-то у висков, в углах бровей, глаз.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шӗвӗрленсе кайнӑ пӗчӗк те ӑвӑс тӗслӗ питре вилӗмлӗ лӑпкӑлӑхӑн палли пур ӗнте, сайра хутра кӑна, юхмасӑр тӑракан шыв ҫийӗ кӑтрашкаланнӑ пек, унӑн пичӗ кӑшт чӗтресе илет: е тутисем чӗтреҫҫӗ, е шупка сӑмса шӑтӑкӗсем сиккелеҫҫӗ, е куҫхаршийӗсем пӗркеленеҫҫӗ.

На остроконечном маленьком восковом лице были признаки смертельного спокойствия, и лишь изредка лицо его слегка дрожало, словно рябь на водной поверхности: то дрожали губы, то прыгали бледные ноздри, то морщились брови.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Икӗ уйӑх хушшинче унӑн тӗксӗм куҫхаршийӗсем кӑвакарчӗҫ, хурарах ӳт тӗлӗнмелле шуралчӗ.

За два месяца ее темные брови поседели, а черноватое тело удивительным образом побелело.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Люба тӑван киле пӑрахса тухса кайнине пӗлсен, вӑл хӑй пӑлханнине нимӗнпе те палӑртмарӗ, унӑн ҫӑмламас куҫхаршийӗсем ҫеҫ вылянкаласа илчӗҫ.

Узнав о том, что Люба покинула родной дом, старик ничем не выдал своего волнения, только мохнатые брови его шевелились.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑйӗн кӑвакрах куҫхаршийӗсем уйрӑмах ҫутӑ курӑнаҫҫӗ; унӑн пичӗ хӗрелсе йӗпеннӗ, унта темле канӑҫсӑрлӑх палӑрать.

 — Голубоватые белки его глаз были особенно яркими; лицо у него было румяное, мокрое и озабоченное.

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ҫӑра та сарӑ куҫхаршийӗсем ҫӗкленерех тӑраҫҫӗ, ҫӳлӗ те сайра шатраллӑ ҫамки ҫине тӳп-тӳрӗ хура ҫӳҫ пайӑрки усӑнса аннӑ.

Ее густые русые брови были сдвинуты, на высокий лоб с редкими рябинками выбилась прядь темных волос.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл пуҫне каҫӑртрӗ, унӑн питҫӑмартийӗсем чӗтреҫҫӗ, куҫсем Василий ҫине шӑтарасла ылханса пӑхаҫҫӗ, шуралса кайнӑ ҫамки ҫинче пӗкӗ пек ҫаврашка куҫхаршийӗсем уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Она высоко вскинула голову, щеки ее рдели, взгляд бил в лицо Василию ненавистью, на побледневшем лбу выступили четкие дуги бровей.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Секретарӗн сарӑ куҫхаршийӗсем чӗтресе илчӗҫ, тӑнлав тӗлӗнче ҫӗкленчӗҫ.

Светлые брови секретаря дрогнули и приподнялись у висков.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ҫинҫе куҫхаршийӗсем чӗтресе илчӗҫ.

Тонкие брови ее дрогнули.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн сивлӗрех те ҫунатлӑ куҫхаршийӗсем ҫӗкленерех тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа питӗнче те ӗҫе ҫине тӑрса татса парас тата хӑй ҫине хӑй шанса тӑрас туйӑмӗ палӑрать.

Ее строгие летящие брови были приподняты, и это придавало лицу выражение решительности и самоуверенности.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрачи вӑрансан, чи малтанах, епле пӑхнине асӑрхаса курса юлсан, вара хӗрачи куҫхаршийӗсем айӗнче, ашшӗн ҫывӑх палланӑ, тем пекех кӗтсе пурӑннӑ, ачаш куҫӗсем пӑхнӑн туйӑннӑ ӑна.

Ей казалось, что если укараулить и украдкой поймать самый первый взгляд просыпавшейся девочки, то на миг глянет из-под дочерних бровей отцовский, такой знакомый, жадно желанный, насмешливо ласковый взгляд.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ашшӗнни пек хура та варринче авӑнчӑкрах куҫхаршийӗсем ҫине пӑхса вӑл пӑшӑлтатса чӗннӗ:

Она всматривалась в черные отцовские брови, с надломом посередине, и звала шопотом:

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Панталеоне шарт сикрӗ те, вара куҫне чарнипе ҫӗкленнӗ куҫхаршийӗсем, усӑнса аннӑ ҫӳҫ айне пулса, курӑнми пулчӗҫ.

Панталеоне дрогнул и так высоко поднял брови, что они скрылись у него под нависшими волосами.

XVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed