Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫеҫенхир тӑрӑх кӑлкан куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать, тӗве тирӗ тӗслӗ вӗри курӑк йӑсӑрланать; хӑлат, ҫунаттисене чалӑштарса, сенкер тӳпере ярӑнать, — аялта, курӑк тӑрӑх, унӑн пысӑк мӗлки сасӑсӑр шуса иртет.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Йӗри-тавра симӗс курӑк, пӳртре те курӑк.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗлӗ-ҫӑвӗпе вӑл витере пушӑ стан ҫинче ҫывӑрса пурӑннӑ; лашасене унтан лайӑх тыткалама никам та пултарайман, вӑл конюх та, коновал та хӑех пулнӑ: ҫуркуннепе май уйӑхӗнче чечеке ларнӑ курӑксем пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирте, тип ҫырмасенче тата лачака айлӑмсенче сиплӗ курӑк тымарӗсем чавса кӑларса ҫӳренӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Кондратьев хӑйӗн ури айне пӑхса илчӗ; ҫӑра курӑк хушшинче, сухӑр пек ҫыпӑҫакан хура урисемпе яра-яра илсе, сӑрӑ нӑрӑ курӑк туни ҫине ӳке-ӳке улӑхать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Уйӑх ҫутинче татах шурӑрах курӑнакан пуҫӗ каҫӑрӑлнӑ, курӑк ӑшне путнӑ; ҫӑварне хупланӑ тачка тутисем ҫинче хура йӗр курӑнать — сивӗнсе ҫитеймен юн сӑрхӑнса тӑрать; курӑк хушшинче икӗ кӑвак чечек — пӗри хӑлха патӗнче, тепри янахран аяларах — унӑн кантӑк пек сивӗ куҫӗсем ҫине хӑравҫӑлла пӑхса лараҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр сарайлӑ тата ӗне витиллӗ пысӑк мар килкартине «веничья» текен илемлетмелли курӑк хӑмла аври пек сырса илнӗ; Кубаньре ҫав курӑкран шӑпӑрсемпе милӗксем тӑваҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем аллисемпе йӗпеннӗ курӑка ярса тытрӗҫ; тӗпӗнчи курӑк хытса пирчеме ӗлкӗрнӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑмӑл хушшинче чӑлтӑр-чӑлтӑр чӑпӑл курӑкӗ тата шупка шерепеллӗ курӑк ларни те ҫул ҫинченех курӑнать.Среди стеблей с дороги выднелись анютины глазки и бледно-украшенная трава.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак вӑрмана эпир иртнӗ ҫул ҫӳреттӗмӗр, Унта эпӗ курӑк ӑшӗнче выртакан ванчӑк чул лаша курнӑччӗ, унтан инҫех те мар, апатланма тухнӑ пек, ҫара курӑк ҫинче чул така тӑратчӗ.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Марьяна апатланнӑ хыҫҫӑн вӑкӑрсене курӑк пырса пачӗ те, хӑйӗн бешметне пуҫ айне хурса, арба айне, лӳчӗркеннӗ, сӗткенлӗ курӑк ҫине кӗрсе выртрӗ.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Халь ӗнтӗ ҫавраҫил, ҫӗр ҫинчен тусан, типӗ курӑк, тӗк пуҫтарса, чӑнах та тӳпене ҫитиех пӗтӗрӗнсе хӑпарать пулӗ; ахӑртнех, шуйттан ураписем, ҫӗр ҫийӗн ҫаврӑнса куҫакан ҫав типӗ курӑксем, хура пӗлӗт патӗнчех вӗҫеҫҫӗ-тӗр; епле хӑрушӑ пуль вӗсене унта!
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫеҫенхирте кӑвак чечексем ешереҫҫӗ, ҫамрӑк курӑк, кӗсресем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, хӗвел хӗртет, — пӗр сӑмахпа каласан, чӑн-чӑн ажиотаж ӗнтӗ!
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр тӗмисем ҫинче ӑшӑ ҫуратнӑ ӑрша йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса вӗлтӗртетсе вылять; чечен курӑк ҫулҫин шӗп-шӗвӗркке ешӗл сӑнни, иртнӗ ҫулхи хӑрнӑ курӑк тунисене сире-сире, хӗвел патнелле кармашса туртӑнать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй вӑл типнӗ курӑк туни пек, — тинӗсрен ҫил вӗрет те, ҫав курӑк тунине вӗҫтере-вӗҫтере, таҫта та ҫитерет, — Пепе ир пуҫласа каҫчен утрав ҫинчи чулсем тӑрӑх сиккелесе ҫӳрет, кашни сехетрех ӑҫтан та пулин унӑн ывӑнма пӗлмен ҫинҫе сасси янӑраса юхса килет:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ара эсир чӗкеҫ курӑк ҫулҫисене хурӑр, чӗкеҫ курӑк ҫулҫисене… пӑхӑр укҫа та лайӑх пулаканччӗ.Да вы подорожник прикладывайте, подорожник… а то еще медный пятак хорошо помогает.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳрт-ҫурта тирпейлет, тирӗк-чашӑксене ҫӑва-ҫӑва хӑварать, Катеринӑна темӗнле курӑк шывӗ вӗретсе ӗҫме хушать, ҫав курӑк шывне ӗҫсен, пӗтӗм чир-чӗр иртсе каять имӗш.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Санӑн кашни курӑках чӑмлас марччӗ хуть! — тесе ҫилленет амӑшӗ. — Сахал-и ҫӗр ҫинче курӑк, пурне те астивсе пӗтереймӗн».
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврари пур япаласем те — ҫул хӗрринчех кӗпҫипе ҫӗр ӑшнелле тӑрӑнса выртакан ҫӗмрӗк тупӑ та, башни таранах армутипе мӑян ӑшне путса ларнӑ совет танкӗ те, авиабомба тӳррӗн лекнипе арканнӑ нимӗҫ танкӗ те, курӑк шӑтма пуҫланӑ снаряд воронки те, сапёрсем ҫӗнӗ кӗпер патӗнче ҫӗр айӗнчен кӑларса ҫул хӗррипе купаласа тухнӑ противатанковӑй минӑсем те, инҫетре, курӑк хушшинче курӑнакан нимӗҫ салтакӗсен масарӗ ҫинчи хурӑн хӗрессем те (ку ӗнтӗ кунта кӗрлесе иртнӗ хаяр ҫапӑҫусен паллисем пулнӑ, ун пек паллӑсене хӑнӑхнӑ фронтовик куҫӗ вӗсене асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ) — ҫаксем пурте ҫамрӑк йӗкӗте тӗлӗнтернӗ, пит те интереслӗ курӑнусем пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950