Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Виҫӗ шухӑшлавҫӑ курӑк ҫине выртса малалла тавлашма тытӑнчӗҫ; халӗ ӗнтӗ огюст — контист Дмитрий Сергеич пулса тӑчӗ, офицер схематист пулчӗ, анчах ригорист ригористах пулса юлчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унран хӑйӗнчен те пӗтӗмпех кӑнтӑрлахи хӗвел, шӑрӑхпа хӗрнӗ курӑк тата ҫамрӑклӑхӑн халиччен никам та сӑмахпа каласа пама пултарайман уҫӑ, пӗрре ҫеҫ пулакан, чун-чӗрене киленмелле тытса илекен шӑрши кӗрет…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл йӑран ҫумӗнчи курӑк ҫине ларчӗ, пиншакӑн ҫаннипе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, чӗтрекен аллисемпе пирус чӗркеме пуҫларӗ — вара ҫакӑн чухне тин хӑй мӗнле ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Вӑйсӑр, касӑра пынӑ ҫӗртех выртаҫҫӗ, ну, эпир вӗсене тӑвартӑмӑр та пӗве патне курӑк ҫине ятӑмӑр.— Слабенькие, ложатся в борозде, ну, мы выпрягли их и пустили на вольный попас возле пруда.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ӑна ҫывӑхах ятӑм, ав ҫав курӑк туни пекех, вара тӳрех петӗм…Близко я его напустил, вот как до этой бурьянины, и вдарил в упор…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Унта пирӗн курӑк мар, ҫара хыт хура та тӗрлӗ талпиҫен, ҫавӑнпа ӑна силослӑх ҫулма йышӑнтӑмӑр».«У нас там не трава, а гольный бурьян и прочий чертополох, вот и порешили его скосить на силос».
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ну каях хӑвӑн авторитетупа укӑлчана, Леоновсен авӑн карти хыҫне, йӑвалан унта курӑк ҫинче пӗччен, йӗксӗк кацап!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Икӗ хӗрарӑмӗ те типнӗ курӑк ҫинче тӑраҫҫӗ, йывӑҫ ҫинче, чугунран шӑратса янӑ пек, хускалмасӑр тӗршӗнсе ларакан ҫӑхан ҫине пӑхаҫҫӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Хуа Да-ма хӗрарӑм кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те курӑк шӑтма ӗлкӗреймен ҫерем татӑкӗсемпе витсе хунӑ мӗскӗн вилтӑприне курчӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Симӗс курӑк та кипариссемпе кедрсем унта, унтах тата эс, чул стена патӗнче, аллусемпе ман чунӑма тытса илсеттӗн…Туда, где зелень, и кипарисы, и кедры, где около каменной стенки ты взял руками мою душу…
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӳшекӗ вӗсен — симӗс курӑк, ҫивиттийӗ — кедрсем, стенисем — кипариссем.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Тӳшекӗмӗр пирӗн — симӗс курӑк.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.