Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел ҫинче телефон трубки йӑлтӑртатать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Уҫланкӑри ҫӑра сывлӑм пӗрчисемпе шӑрҫаланнӑ курӑк сывлӑма пула сенкеррӗн курӑнса ларать, ирхи ҫурма тӗттӗм сирӗлсе ҫитмен тӑвайкки хӗрринче вара вӑл темле тӗксӗмрех кӑваккӑн йӑлтӑртатать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Улма чӑпар лаши вара ҫуталса ҫеҫ тӑрать, хӗвел ҫинче Кавказ енчи хуратнӑ кӗмӗл пек йӑлтӑртатать.Он весь лоснился, и шерсть его сверкала на солнце, как кавказское черненое серебро.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрхӗлтӗм хура тӗс ҫапнӑ ӳчӗ пӗҫ кӑкӗ таранах тӗксӗммӗн ҫуталса йӑлтӑртатать, ун ҫине пур тӗлте те пӑтӑр-пӑтӑр хӑмӑр кӑвак шатра тухса тулнӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Курӑк ҫинче ҫӑра сывлӑм кӗмӗшке ука пек ҫуталса йӑлтӑртатать, лашасем утса иртнӗ вырӑнсенче чӗлтӗрти пӗчӗк юханшыв майлӑ тӗксӗм йӑрӑмлӑ йӗр выртса юлать.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Апрель уйӑхӗнчи янкӑр хӗвел ҫутинче шыв кӗмӗл пек ҫиҫсе йӑлтӑртатать, анчах кӳпчесе кайнӑ хӗллехи ҫул пӑртан аршӑн ҫӳллӗш хӑпарса тӑнӑ вырӑнта Дон ҫав-ҫавах ҫирӗп тытӑнса тӑрать-ха.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Яшка тутине уснӑ, пичӗ хӗрелнӗ, куҫӗ йӑлтӑртатать.Нижняя губа у Яши отвисла, красное лицо перекосилось, глаза блестели.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хушӑкран ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ хӗсӗнсе кӗрет те аялалла ҫутатать, ҫутӑ ҫинчи тусан йӑлтӑртатать.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Анса ларакан хӗвел пайӑркисен ҫутинче ҫатан картасемпе йывӑҫсене тытнӑ кӑвакрах шурӑ пас асамат тӗрриллӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать.Голубоватый иней, опушивший плетни и деревья, сверкал и отливал радугой под лучами закатного солнца.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн ҫап-ҫара хырса янӑ пуҫӗ тарпа ҫуталса йӑлтӑртатать, чӑлт-шурӑ катанпир кӗпи хӗп-хӗрлӗ пичӗпе хӗвел ҫинче ҫӳресе хӑмӑр тӗс ҫапнӑ мӑйне пушшех тӗксӗмлетсе кӑтартать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Раща хыҫӗнче хӗвел анса пырать, вӑл, касса уйӑрнӑ арбузӑн йӑм хӗрлӗ ҫурри пек сӑрхӑнса тӑрса, юр кӗрчӗсем ҫине кӗрен ҫутӑ пӗрӗхет, пӑрланнӑ юрӑн слюда евӗрлӗ хуппи ҫинче йӑлтӑртатать.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пичӗ тарланӑ та йӑлтӑртатать, анчах шуранкӑ мар, тапак туртнипе сарӑхнӑ, тути кӑшт усӑннӑ та хытӑ ҫыртса лартнӑ шӑлсем курӑнаҫҫӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫыран хӗррине выльӑхсем пӗтӗмпех таптаса, тумхахлатса пӗтернӗ, ура йӗрри лакӑмӗсенче шыв кӑваккӑн йӑлтӑртатать, пӗр лакӑмӗнчен хура сӑмсине каҫӑртса сарӑ пӗсехеллӗ кайӑк шыв ӗҫет.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ылтӑн вӑл пылчӑк ҫинче те йӑлтӑртатать!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Уншӑн вара паян Корней икӗ еннелле те питӗ тинкерсе пӑхрӗ, ют ҫын куҫӗшӗн интереслӗ мар пек туйӑнакан япаласене те вӑл пурне те ҫийӗнчех асӑрхарӗ: акӑ хурӑн шалчасемпе тунӑ шурӑ хӳме, темиҫе пӳрт ҫинче ҫӗнӗ йӳнӗсем; улӑм витнӗ пӳрт тӑррисем хушшинче шифер витнӗ пӗр пӳрт тӑрри кӗрен саплӑк пек курӑнать, урам варрине кӗтмен ҫӗртен тухса ларнӑ сарӑ пура карас ӑвӑсӗ пек йӑлтӑртатать — ун тавра сухӑр шӑрши кӗрекен ҫункав сапаланса выртать, ҫӗнӗ чусран тин ҫеҫ туса лартнӑ хапха йӑл-йӑл ҫутӑ сапнӑн туйӑнать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн хӗрелсе кайнӑ тӗреклӗ пичӗ тарпа йӑлтӑртатать, тӑкӑнса сайралнӑ хура куҫ харшийӗсене ҫилӗллӗн шӑмарнӑ.Крепкое красное лицо его блестело потом, вылинявшие русые брови были сердито сдвинуты.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫинҫе аллисене сарса пӑрахнӑ, сылтӑм пичӗ сӗлехепе йӑлтӑртатать, карса хунӑ ҫӑварӗнчен тӳсме ҫук сӑмакун шӑрши перет.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Симӗс тӗслӗ капӑр френч ҫинче офицер георгийӗ йӑлтӑртатать, хулпуҫҫийӗсем ҫинчи чӑлт-шурӑ пакунӗсем подпоручикӑн кӗре сӑн-питлӗ, хура йӑрӑмлӑ мӑйӑхне ытларах тӗксӗмлетсе кӑтартаҫҫӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑмака чӗрҫинче тӗкӗр катӑкӗ хӗмленсе выртать, малти кӗтесре кӑна кӗмӗл шывӗпе сӑрланӑ турӑш тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать…
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хурарах кӗре сӑнлӑ, тарлӑ пичӗ хура лаша купарчи пек йӑлтӑртатать, ҫаврака хӑлхи урлӑ, тачка тути усӑк.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.