Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнма (тĕпĕ: йышӑн) more information about the word form can be found here.
Йӑлтах лӑпкӑ йышӑнма тӑрӑшӑр, ҫилле ыттисем ҫинче ан кӑларӑр.

Постарайтесь относиться ко всему спокойнее, не срываться на окружающих вас людей.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яваплисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче шкул спортпа туслисене йышӑнма пуҫлать.

Help to translate

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче федераци саккунне улшӑнусем кӗртни Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли саккуна ҫӗнӗлӗх йышӑнма хистет.

Help to translate

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Халӗ сыватмӑш кунне 600 ҫын таранах йышӑнма пултарать.

Help to translate

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсемпе докуменчӗсене ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑнса пӗтерӗҫ.

Заявления и документы желающих принять участие в конкурсе принимать начали 21 апреля, последний срок подачи — 12 мая.

Ӗҫ министерстви ертӳҫӗсен кадр резервне хатӗрлет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34855.html

Мӗнле те пулин пуҫлӑх вырӑнне йышӑнма кӑлӑхах ӗмӗтленетӗн, Караҫӑм!

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виссарион Игнатьевич каланӑ тӑрӑх, аслашшӗне Марина касӑ йышӑнма хушман, апла пулин те Тимахван мучи састӑпне тимӗрҫӗ лаҫҫине кайсах ҫивӗчлетнӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӑмса ан каҫӑртӑр, мӗн тунине критик куҫӗпе пӑхӑр, йӑнӑшсене йышӑнма ан хӑрӑр.

Не задирайте нос, смотрите на свои поступки критически и не бойтесь признать ошибки.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑнасене йышӑнма, романтика тӗлпулӑвӗсем ирттерме, туссемпе хутшӑнма ӑнӑҫлӑ эрне.

Прекрасный период наступил для приёма гостей, романтического свидания, дружеского общения.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сакмаров капитан, мана курсан, ӗҫе пӑрахсах тӳрленсе тӑчӗ, манран рапорт йышӑнма хатӗрленчӗ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсем шоссе таврашӗнче кӑна фронт тытаҫҫӗ, вӑрманти шурлӑх вырӑнсене нимӗҫсем ҫитсе йышӑнма пултарайман-тӑр-ха.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

— Кузьма пичче пире йышӑнма хатӗр, Зина аппа та килӗрех, килӗр, терӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Кузьма пиччӗр пире йышӑнма пултарать-и е кӑмӑллах мар? — чи кирлӗ ыйтӑва ывӑлӗ хускатманнипе васкасах ыйтрӗ амӑшӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ пӗр вӑхӑтрах 150 ҫынна йышӑнма пултарать.

Help to translate

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Куҫ умӗнче юлташсене ҫухатнине те йышӑнма йывӑр.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Халӗ кунта тӗп ӗҫсене вӗҫленӗ, асӑрнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерессипе тата объекта йышӑнма кирлӗ документсен комплектне туса хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Кадет класне ҫӳрекен яшсемпе хӗрсем (преподавателӗ - Э.Романов) кӑҫал та республика, Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнма палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫакна шута илсех ӗнтӗ кӑҫал та ейӳ тапхӑрне инкексӗр ирттерсе ярас тӗллевпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма округ пуҫлӑхӗн мартӑн 10-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ятарлӑ комисси туса хунӑ, унта тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан яваплӑ ҫынсене кӗртнӗ.

Help to translate

Ҫурхи шыв-шур шар ан кӑтарттӑр // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12050 ... -k-tartt-r

Эпӗ сылтӑм ретре чӳрече ҫумӗнчи ларкӑча йышӑнма ӗлкӗртӗм.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Икӗ хутлӑ кермен пӗр харӑс 100 ытла ҫынна йышӑнма пултарать.

Новое учреждение культуры в селе Юманзары вместимостью на 100 мест.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed