Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышши the word is in our database.
йышши (тĕпĕ: йышши) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа пӗрлех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 6 пине яхӑн гектар ҫинче (51 процент) акнӑ.

Вместе с этим зерновые и бобовые культуры засеяно на площади около 6 тысяч гектар (51%).

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Типнӗ лаптӑксене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, пахча-ҫимӗҫ акаҫҫӗ, ҫӗрулми лартаҫҫӗ.

На подсохших участках высевают зерновые, бобовые, овощные культуры, сажают картофель.

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

«Юсав хыҫҫӑн паян кунта пӗрремӗш хут килтӗм: хальхи йышши дизайн чуна тыткӑнларӗ. Кӑмӑл уҫӑлчӗ, кун пек самантра чир те сирӗлнӗн туйӑнчӗ. Тавах тухтӑрсене», — терӗ вӑл.

Help to translate

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эпир Чӑваш Енри пушар ӗҫӗн йӑли-йӗркине тивӗҫлипе хаклатпӑр тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшатпӑр: пушар деповӗсене хальхи йышши техникӑпа пуянлататпӑр, ӑслӑлӑх-техника ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе тата технологисемпе пушар сӳнтернӗ чухне усӑ куратпӑр. Сире пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп, ӗҫрен киле яланах ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатӑп», — терӗ Станислав Юрьевич.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗнӗ йышши текстсем, хайлавсем, произведенисем кирлӗ.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Килте усракан ытти йышши кайӑк та кӑвакал ҫӑмартинчен чӗпӗ кӑларма пултарать.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Палӑртса хӑваратӑп, хӑш-пӗр регионсенче ҫакӑн йышши объектсем пирки ӗмӗтленеҫҫӗ ҫеҫ.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫал Хырхӗррисем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене 692 гектар ҫинче акма палӑртнӑ, ҫӗрулми 30 гектар йышӑнӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫалхи ҫур акинче вара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 490 гектар, 20 гектар ҫӗрулми, 50 гектар куккурус тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 100 гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Кӑҫал Елчӗк районӗ 50 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пухса илессе шанатӑп», - терӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫав шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 15000 гектар йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республикӑна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗпе туллин тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ака лаптӑкӗсен тытӑмӗнче тӗп пая - 50% - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 40% - выльӑх апачӗлӗх культурӑсем, ытти - ҫӗрулми, техника культурисем тата пахчаҫимӗҫ.

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Районта ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ усӑ курман ҫӗрсем ҫук, мӗнпур ҫӗре сухаласа тӗрлӗ культура акса-лартса ӳстереҫҫӗ. Уйсем чӑннипех те савӑнтараҫҫӗ. Кӑҫал 50 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пухса кӗртессе шанатӑп», - терӗ вӑл.

Help to translate

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

3. Мария хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен хатӗрленӗ пӗр кӗрепенкке мирӑ илнӗ те Иисусӑн урине сӗрсе ӑна ҫӳҫӗпе шӑлнӑ; ӗнтӗ пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.

3. Мария же, взяв фунт нардового чистого драгоценного мира, помазала ноги Иисуса и отерла волосами своими ноги Его; и дом наполнился благоуханием от мира.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд, 20. пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.

19. Основания стены города украшены всякими драгоценными камнями: основание первое яспис, второе сапфир, третье халкидон, четвертое смарагд, 20. пятое сардоникс, шестое сердолик, седьмое хризолит, восьмое вирилл, девятое топаз, десятое хризопрас, одиннадцатое гиацинт, двенадцатое аметист.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ.

11. Он имеет славу Божию. Светило его подобно драгоценнейшему камню, как бы камню яспису кристалловидному.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Арӑм хӗрхӗлтӗм те хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе эрешленнӗ, аллине хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхне туллиех тултарнӑ ылтӑн курка тытнӑ.

4. И жена облечена была в порфиру и багряницу, украшена золотом, драгоценными камнями и жемчугом, и держала золотую чашу в руке своей, наполненную мерзостями и нечистотою блудодейства ее;

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ — 7. ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.

6. К сим принадлежат те, которые вкрадываются в домы и обольщают женщин, утопающих во грехах, водимых различными похотями, 7. всегда учащихся и никогда не могущих дойти до познания истины.

2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и — 13. кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.

12. Строит ли кто на этом основании из золота, серебра, драгоценных камней, дерева, сена, соломы, - 13. каждого дело обнаружится; ибо день покажет, потому что в огне открывается, и огонь испытает дело каждого, каково оно есть.

1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed