Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышши the word is in our database.
йышши (тĕпĕ: йышши) more information about the word form can be found here.
Паян Шупашкарта пассажирсене тӗрлӗ йышши 467 автобус илсе ҫӳрет — питӗ нумай.

Сегодня в Чебоксарах 467 разных автобусов перевозят пассажиров - очень много.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫакӑн йышши заявление кӑҫал панӑ тӑк ӑна 2021 ҫулхи пӗрремӗш кварталта пӑхса тухаҫҫӗ.

Если подали заявления такого рода в этом году, то его рассмотрят в первом квартале 2021 года.

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен лаптӑкӗ хушӑннӑ.

Увеличились земли зерновых и бобовых культур.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

— Студентсем тӗлпулусенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтерсе яла каякансем, пурнӑҫне агропромышленноҫ комплексӗпе ҫыхӑнтаракансем валли те «Земство тухтӑрӗ» йышши программа йышӑнма май ҫук-ши тесе тӑтӑшах ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Солистсем» номинацире малти виҫӗ вырӑна А. Степанова, М. Степанова (искусство шкулӗ, Е. Михеева), С. Самарин (Упири хупӑ йышши шкул) тухрӗҫ.

Help to translate

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

М. Степанова «Илемлӗ», А. Степанова «Ягода малина» (районти искусство шкулӗ), С. Самаров «Милая мама» (Упири хупӑ йышши шкул), О. Афанасьевапа Г. Яковлева «Кайӑксем» (Именкасси шкулӗ), Н. Филиппова «Наша с тобою земля» (Алманч вӑтам шкулӗ) юрӑсемпе палӑрчӗҫ.

Help to translate

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Хупӑ йышши «Регионстрой» пӗрлешӳ строителӗсем унччен «Теремок» ача сачӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра пысӑк евро юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Кӗҫнерникун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене 2510 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, ҫакӑ вӑл пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 15,4 проценчӗ чухлӗ.

К четвергу убрали зерновых и зернобобовых культур на 2510 гектарах, это 5,4 процент от всех площадей.

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Акӑ, кунта кӑҫал 1006 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса ҫитӗнтернӗ.

Help to translate

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

- Кун йышши преступленисем ытларах чухне Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенче пулаҫҫӗ.

Help to translate

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Кун йышши преступленисем палӑрмаллах ӳсни чи малтанах ҫӗнӗ технологисем, Интернет аталаннипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Юттисем патне чупма та хирӗҫ мар вӗт кун йышши.

Help to translate

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Эмелпе кӑна мар, ырӑ кӑмӑлӗпе сипленӗ, йывӑр амака сирсе мана ура ҫине тӑратнӑ тухтӑра сирӗн хаҫат урлӑ чӗререн тав тӑватӑп», — ҫакӑн йышши сӑмахсене пациентсем редакцие ахальтен ҫырмаҫҫӗ.

Help to translate

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пурте Европӑри пек хальхи йышши ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелерӗҫ.

Help to translate

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑл юлашки ҫулсенче ҫӗнӗ йышши комплекссем уҫрӗ, унта 10 километр радиусри ялсенчен ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Уй-хирте ҫӗнӗ йышши хӑватлӑ техника хуҫаланать.

Help to translate

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫӗр айӗнче вара пӑрӑнтӑксем (каюра йышши чӗрчун) сӗре йышлӑ пулнӑ тет.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Паллах, ҫакӑн йышши конкурссене хутшӑнас тесен чи пӗчӗккисен те ҫичӗ ала витӗр тухма тивет.

Help to translate

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тунтикун чаплӑ лару-тӑрура Хусанти 2№ автотранспорт предприятийӗн водителӗсене Хусан мэрӗ И.Метшин пысӑк йышши 20 автобусӑн уҫҫине пачӗ.

В понедельник на торжественном собрании водителям Казанского автотранспортного предприятия №2 Казанский мэр И.Метшин вручил ключи от 20 больших автобусов.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed