Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйне (тĕпĕ: вӑй) more information about the word form can be found here.
Ҫапла, ҫухатман, пушшех тепӗр майлӑ — хавхалану, шанӑҫлӑх, малашлӑх вӑйне туйса илнӗ.

Help to translate

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Ҫаван пекех, пырасла лайӑх пӗлни те ҫынна тӑван чӗлхене мантармасть, урӑх чӗлхене тӗплӗн пӗлекен ҫын хӑйӗн тӑван чӗлхинче те унччен асӑрхаман уйрӑмлӑхсене курма тытӑнать, чӗлхен илемӗпе вӑйне туйма вӗренет.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

(Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав чӗлхесен шалти вӑйне чӗртсе-хускатса яма латин чӗлхи хытӑ пулӑшнине те манма юрамасть.)

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑҫалхи сезонта ҫамрӑк коллектив хӑйӗн вӑйне ҫӗнӗ музыка жанрӗнче, опереттӑра, тӗрӗслесе пӑхасшӑн.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Фашистла Германи юлашки вӑйне пухса вӑрҫа ӑсатать».

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тин кӑна чӑмӑртаннӑ ял хуҫалӑх эртелӗсене салатса ярас тесе, кулаксемпе куштансем мӗн пур вӑйне хунӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Уншӑн вӑйне те, пурнӑҫне те шеллемерӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн вара поэт-салтак хӑйӗн пӗтӗм вӑйне, чун хавалне, пултарулӑхӗпе талантне тӑван литературӑна парса ӗҫлеме тытӑннӑ».

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Сулмаклӑн ҫулать, вӑйне хӗрхенсе тӑмасть.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑйӗн илӗртӳлӗхне, вӑйне туйнӑ пек, васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вара вӑл, ялт! тӳрленсе тӑчӗ те, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллипе хӗрлӗ сухаллине мӑйӗнчен кӗрӗслеттерчӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, мӗнпур вӑйне пухса, вӗсен ункинчен тухма тӑрӑшать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй хыҫҫӑн, тытса чарайми хум пек, чӑваш юланутҫисем сиктерсе пынине туйни хӗр-полковникӑн вӑйне ӳстерчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, вӑл ҫав хресченсемпе хусахсен вӑйне ытларах шанчӗ пулать-ши вара?»

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук сасартӑк пур вӑйне пухрӗ те, хӑйне мӗн пуласси пирки шухӑшламасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗшӗ те, юлашки вӑйне пухса, тӗлӗрсе каяс марччӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсене тӗрте-тӗрте, мӗнпур юлнӑ вӑйне пухса, ури ҫине тӑчӗ те вӑл урса кайнӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сана ирӗке яратӑп эпӗ, — чашкӑрчӗ вӑл юлашки вӑйне пухса.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑвар унӑн чӗрӗ ӳтне ҫирӗ, юнпа хутӑшса, шыв пулса, Асмантейӗн юлашки вӑйне пӗтерсе, урайне сӑрхӑнчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем хӑйне ярсассӑн вӑл, юлашки вӑйне пухрӗ те, стена ҫумне тӗрӗнсе, ури ҫине тӑчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed