Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйне (тĕпĕ: вӑй) more information about the word form can be found here.
Электричество вӑйне пӑхӑнса шӑранакан тимӗр хӗлхемӗ ташша-вӗҫеве пикенчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунпа та ҫӗлен пӗтмест: вӑл юлашки вӑйне пухса тӑхӑр ҫухрӑм каялла чакӗ, унтан каллех сан еннелле ыткӑнӗ.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Шӑрӑхпа ҫунса-ӗнсе ларнӑ ҫӗр ҫине талӑкӗпех лӑпкӑ ҫумӑр лӳшкерӗ, ҫунакан тункатасемпе торф лаптӑкӗсем ҫутҫанталӑк вӑйне парӑнса сӳне-сӳне пычӗҫ.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан ӗҫленӗ чухне пӗтӗм вӑйне парса ӗҫлет.

Help to translate

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каллех ҫын вӑйне хапсӑнан.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ: следователь ҫилленсе кайни унӑн вӑйне хушрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑмсен вӑйне кӑтартмалла!

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур вӑйне ҫухатса вӑл тӑнсӑр пулса урайне йӑванчӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле такӑр ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен вӑл, ухмаха ересрен хӑранипе тата шанма пӑрахнипе юлашки вӑйне пухрӗ те инҫетелле тинкерчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки вӑйне пуҫтарса вӑл уттине хӑвӑртлатрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла майпа хӑйӗн вӑйне упрать, — сасӑпах калаҫрӗ Валерий Викторович военрук, арӑмне хыттӑн ыталаса.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен пӗтӗм вӑйне пухса тӑма хӑтланчӗ — тӑраймарӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Унта 13 шкулти 126 алӑ вӑйне виҫекен хутшӑнчӗ.

Help to translate

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/

Ун вӑйне эпир куртӑмӑр ӗнтӗ.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах тӑшмансем, йывӑҫ вӑйне сиснӗ те, йӑлт касса пӗтернӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫил вӑйне хӑйсем ҫине илнӗ те персе аннӑ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗҫӗччӗ ҫапла асамлӑ куҫ вӑйне каччӑ, тӗпсӗр ҫӑл куҫри таса та техӗмлӗ шыва ӗҫнӗ пек ӗҫӗччӗ…

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пур пек вӑйне ан пӗтертӗр тесе эпӗ ӑна чартӑм:

Я боялся, что он устанет.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫил вӑйне сӑнавҫӑсем флюгер ҫумне ҫапса хунӑ таблица тӑрӑх паллӑ туса пынӑ.

Силу ветра наблюдатели отмечали по таблице, прибитой к флюгеру.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed