Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Хӑйӑрлӑ пӗчӗк утрав пӗр ҫул та хӑй вырӑнӗнче тӑмасть иккен.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

- Сирӗн ывӑлӑрӑн паттӑрлӑхӗ ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулать.

Help to translate

Вӗсен паттӑрлӑхне вӑхӑт хуплаймӗ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44127-v-sen ... khuplajm-5

Паймуллинсен ҫемйинче ашшӗпе амӑшӗ ачисемшӗн ҫеҫ мар, юлташӗсемшӗн, пӗлӗшӗсемшӗн, тӑванӗсемшӗн, ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Вӑл ялан таса, тирпейлӗ; унта нимӗнле ӑпӑр-тапӑр та ҫук, йӑлт кирлӗ япала, йӑлт хӑйӗн вырӑнӗнче.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӳркенет тесе те калас килмест ун пирки, темле, хӑй вырӑнӗнче мар пек вӑл агрономра.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ӗненетӗп сана, тусӑм: эсӗ те Зоя вырӑнӗнче ун пекех паттӑр пулӑттӑн! — терӗ Рита, ҫывӑх юлташне ыталаса.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кунта куҫса килмен пулсан, эпӗ те ун вырӑнӗнче пулма пултарнӑ!

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Тӗлӗнмелле: пирӗн енчи хӗр, ҫитменне тата ман ятлах… эпӗ те ун вырӑнӗнче пулма пултарнӑ-ҫке…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Аркадий ӑна халӗ хӑйӗн тӑван пиччӗшӗ пек туйӑнчӗ: ун вырӑнӗнче Костя пулас пулсан, вӑл та ҫапла каланӑ пулӗччӗ!..

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем маншӑн аннепе кукамай, асаннепе хуняма вырӑнӗнче те пулнӑ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑл килте чи асли, кил хуҫи вырӑнӗнче пулни, ӑна пурте хисеплесе, пӑхӑнса пурӑнни мана питӗ килӗшрӗ, тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн пӳрт вырӑнӗнче урамалла тӑватӑ чӳречеллӗ чул ҫурт ларать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Анчах сӑмахне каличчен малтан Макҫӑм вырӑнӗнче хӑй мӗн тума пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун вырӑнӗнче тепӗр ҫын пулсан, сана тахҫанах Ҫӗпӗре ӑсатнӑччӗ!

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та этем вырӑнӗнче шутламан пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ те, пӗр кӗтесре, каҫхи вучах вырӑнӗнче, халь те тӗтӗм йӑсӑрланса ҫӗкленнине курчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сарай вырӑнӗнче аслӑк ҫеҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарҫӑ вырӑнӗнче пурӑнать теме ӑна Михха ӗҫӗнче ҫӳренине никам та, нихӑҫан та курман.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗлӗкхи икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ вырӑнӗнче халӗ 5 хутлӑ ҫурт.

Help to translate

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Ун вырӑнӗнче хӗрлӗ ялав вӗлкӗшме пуҫларӗ.

Help to translate

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed