Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Эсир хӗр чухне ҫӳренӗ йывӑҫ клуб вырӑнӗнче кирпӗчрен ҫӗкленӗ икӗ хутлӑ Культура керменӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Эсир кунта мӗн пасарти пек пуҫтарӑннӑ, камит кӑтартакан ҫук! — сӑмах илттерет ӗҫ вырӑнӗнче ӑнсӑртран нумай тиражлӑ хаҫатсен редакторӗсем иккӗн-виҫҫӗн пӗрле тӗл пулсан.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Патша вырӑнӗнче пулнӑ мар-и?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗске те ӑнланмалла пулса тухнӑ вӗсем: «Юсавсӑр ӗҫ хатӗрӗ — ултавлӑ та хӑрушӑ!», «Кашни ӗҫ вырӑнӗнче — асӑрханулӑх!», «Электросварщиксемпе монтажниксемшӗн пилӗк ҫыххи — пурнӑҫ тусӗ!..»

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫӗ эрнене яхӑн вӑхӑт иртнӗ ҫӗре Ирина ӗҫ вырӑнӗнче хӑйне килти пекех туйма тытӑнчӗ: стройкӑри ҫитменлӗхсене урайӗнче выртакан ҫӳп-ҫап пекех асӑрхама-курма тытӑнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй ӗҫ вырӑнӗнче пӑтӑрмаха кӗрсе ӳксе шар курнӑран вӑл асли каланине чӗри ҫумне ҫывӑха илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп инженер хӑй патне тӗрлӗ ыйтупа пыракансене йышӑнмасӑр виҫӗ-тӑватӑ сехете яхӑн Иринӑна ӗҫ вырӑнӗнче ҫын пурнӑҫӗшӗн уйрӑмах хӑрушӑ «уҫӑ» вырӑнсем, хӑпарса тӑрса ӗҫлемелли «ӳсӗр» пусмасемпе лесасем, йывӑрӑш ҫӗклемелли юсавлах мар хатӗрсем пирки каласа асӑрхаттарчӗ, вӗсем ялан юсавлӑ пулмалли ҫинчен систерчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпир хӑрушсӑрлӑх техника инженерӗ пулма ӗҫре палӑрнӑ пысӑк ӑстасене, стройкӑра мӗн пулса иртнине алӑ ҫинчи пилӗк пӳрнене пӗлнӗн пӗлсе тӑракансене, ӗҫ вырӑнӗнче кирлӗ тивӗҫлӗ йӗркене пӑсакансене асӑрхаттарма та, вӗрентсе калама та пултаракансене шанатпӑр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ хӳме ҫывӑхӗнче кӗмӗл алкаллӑ хӗр ятарлӑ вырӑна пысӑк саспаллисемпе илемлетсе ҫырнӑ «Юлташсем, кашни харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче асӑрхануллӑ пулӑр, йӗркене ан пӑсӑр!» чӗнӳллӗ-хушуллӑ плакат ҫакать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпах пуль хӗре ӗҫ вырӑнӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен пек ҫеҫ кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кашта I Шепенупета, III Такелот фараонӑн пӗртӑван йӑмӑкне, Амонӑн Турӑ Арӑмӗ вырӑнӗнче пулнӑскере, хӑйӗн I Аменирдис хӗрне еткерҫи шутне кӗртме пултарнӑ.

Кашта принудил Шепенупет I, единокровную сестру фараона Такелота III, служившую Божественной Женой Амона, признать его дочь Аменирдис I своей наследницей.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Пур регионта та кун пек кӑтартусем ҫук, паха опыт ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Археологсем пӗлтернӗ тӑрӑх Гронинген вырӑнӗнче пӗрремӗш пысӑк пурӑну вырӑнӗ пирӗн эрӑн III ӗмӗрӗнче йӗркеленнӗ.

По данным археологов первое крупное поселение в Гронингене появилось в III веке нашей эры.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ҫак пирвайхи тӗлпулусен вырӑнӗнче миҫе каччӑпа хӗр паллашман-ши, миҫе ҫӗнӗ мӑшӑр ҫуралман-ши?

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем яланах халӑх хушшинче, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Хӑй вӑл куракан вырӑнӗнче ҫеҫ пулман, тӗслӗх кӑтартса чӑваш ташшине те килӗшӳллӗ ташланӑ, наци апачӗн мастер-класӗнче Евгений Шуваевпа пӗрле тӗтӗмленӗ така чӗлхи хатӗрлеме те вӗрентнӗ.

Help to translate

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Чӑннипе, Сергей Иванович район ҫамрӑкӗсемшӗн, аслӑраххисемшӗн хӑй паха тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.

Help to translate

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Виталий Семеновичпа иккӗшӗ чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упрас, вӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ, ыттисемшӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче хисеплӗ мӑшӑр.

Help to translate

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Эпӗ шкула таврӑнасшӑн, хамӑн юратнӑ учитель вырӑнӗнче пуласшӑн, доска умне тӑрса ачасен чӗринче вут чӗртесшӗн пултӑм.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Тӗп хула вырӑнӗнче

Столичные функции

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed