Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫенӗк урайӗ чӑнкӑртатать те, пӳрте Маня витрепе ӑшӑ сӗт йӑтса кӗрет.В сенях тонко скрипнули половицы, и в избу вошла Маня, держа в руке ведро с парным молоком.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр яш ача пысӑк витрепе тӳпеми ҫӑмарта йӑтса киле парать клуба.Какой-то парнишка подошел к клубу с ведром, доверху наполненным яйцами.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Унта лаша шӑвармалли пысӑк витрепе чӑп тулли кӑмӑшка илсе пынӑччӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах чӳлмекпе марччӗ вара, шыв ӑсакан йывӑҫ витрепе…
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пӗр казакӗ ман куҫ умӗнчех цистерна тӑррине улӑхса кайрӗ, анинченех лаша шӑвармалли витрепе ӑсса илме тӑчӗ, шеремет, алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те путса та вилчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Служивӑя ӑсатаҫҫӗ пулмалла, — терӗ Прохор, витрепе шыв ӑсса кӑларса.— Служивого, должно, провожают, — сказал Прохор, зачерпывая ведром воды.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун, хӗрачан, ӗҫӗ — урай шӑласси, асламӑшне пӗчӗк витрепе Донран шыв ӑсса килсе парасси…Ее, девичье, дело — полы подметать, воду бабке носить из Дону в маленькой ведрушонке.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Заставӑна янӑ ҫирӗм казак та, пулемет патӗнче икӗ пулеметчик тата ут шӑвармалли витрепе чӑп тулли сӑмакун хӑварса, ӗҫке пырса хутшӑнчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Старик, учӗ ҫинчен анса, ҫӑлтан тимӗр витрепе шыв ӑсрӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эсӗ шыв ҫинчен каларӑн — кунпа эпӗ килӗшетӗп, шыв вӑл — куҫа курӑнать, ӑна витрепе ӑсса илме, унпа пит ҫума пулать, вӑл ҫырмара е пӑрӑх тӑрӑх юхать пулсан, йӑлтах вӑл куҫ умӗнче…
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирхине Анфиса халь ҫеҫ витрепе илсе килсе ала витӗр кӑкшӑма сӑрӑхтарнӑ ӑшӑ сӗте Сергей икӗ стакан ӗҫрӗ, унтан тӑванӗсемпе сывпуллашрӗ, амӑшне хӑвӑртрах сывалма сунчӗ, ашшӗне хӑй кӗҫех Усть-Невинскине сесси ҫинчен отчет туса пама каясси ҫинчен пӗлтерчӗ те Рощенскине ҫитме лаша ыйтма тесе станица Советне тухса кайрӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эпӗ ахаль те лӑпкӑ, — хурлӑхлӑн ответлет Анюта, тырра витрепе ӑсса илсе.— Я и так спокойна, — с грустью ответила Анюта, вычерпывая зерно ведром.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак кунне, Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче чикарккине мӑкӑрлантарса, ҫынсем хушшинче хӑйӗн мӗнле пурӑнмалли ҫинчен шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра Алевтина Васильевна пушӑ витрепе картишӗнчен кӗрсе алӑка хупрӗ те шӑппӑн макӑрса ячӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Пук-пук! — терӗ те хаяррӑн куҫне хӗсрӗ: витрепе тарма ан шутлӑр, персе вӗлеретӗп, терӗ пулас.— Пук-пук! — сказал он и строго подмигнул: дескать, не вздумайте удрать с ведром — застрелю.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӑна аслати тума тимӗр витрепе кӗмсӗртеттерме, шут шӑрҫине пуҫ тӗлӗнче шакӑртаттарма, пуш ещӗке урапа тапса шаккама тата икӗ провод вӗҫӗсене тӗкӗнтерсе ҫиҫӗм кӑларма тиврӗ, анчах кӑна пробкӑсем ҫунса каймалла мар тумалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сирӗн, Макарпа иксӗрӗн, шыв кӑна турттармалла, лашасене сиккипе чуптармалла, вӗсем ҫинчен енчен енне кӑпӑк сирпӗнсе тӑтӑр, сӳнтерессе эпир, колхозниксем, сӳнтеретпӗр, — кам витрепе, кам пакурпа, кам пуртӑпа…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл хӑраса кайнипе яштах сиксе тӑчӗ, ют ҫынсене курсан, стена ҫумӗнче шывпа ларакан икӗ витрепе таза хӑй кӳлепипе хупларӗ.Она испуганно встала, увидя чужих, заслонила собой стоявшие возле стены две цибарки с водой и таз.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ пӗр-ик хутчен эсӗ арпалӑха лаша шӑвармалли витрепе шыв йӑтса кӗнине куртӑм, мӗнле шуйттана шӑварать-ха вӑл унта? тесе шухӑшлатӑп хам.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Айне ҫакса янӑ витрепе кӗмсӗртетсе, дилижанс панулми пахчи аяккинчен, беседка ҫумӗнчен, выльӑх тата чӑх-чӗп витисем патӗнчен иртсе кайрӗ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫапла, сӗтел ҫине ҫаруран тӑрса стена ҫинчи эрешмен картисене тасатас тесе, мелке ҫумне йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк вырнаҫтарнӑ чух такам алӑка шаккарӗ те, Валя, таса мар шыва витрепе ҫӗклесе, алӑк уҫма васкаса чупрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951