Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмрен (тĕпĕ: вилӗм) more information about the word form can be found here.
Вилӗмрен вӑйли — астӑвӑм кӑна.

Help to translate

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫапла, Ҫӗлене ҫиме хӗр пани ҫинчен, анчах тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫын тупӑнса мӗскӗне вилӗмрен ҫӑлни пирки тӗлӗнмелле хайлавсем шутласа кӑлара пуҫланӑ54. Ку йышши мотивсене тутар тӗпчевҫи (акӑлчан ученӑйӗн Ричард Фрей шухӑшӗ ҫине таянса) йышӑннӑ сюжетсен шутне кӗртет.

Люди перестали поклоняться змею (дракону), и тогда стали из уст в уста передаваться впечатляющие истории о том, как человек необыкновенной силы спасает от змея отданную ему на поругание несчастную девушку. Татарский исследователь Л. Замалетдинов (отталкиваясь от рассуждений английского ученого Ричарда Фрея) относит подобные мотивы к вышеназванному сюжету.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫапах та чылайччен йӗркене кӗреймерӗ вилӗмрен ӑнсӑртран ҫӑлӑнса юлнӑ Макар Кузьмич.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Чӗн вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑм-ҫке!

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Вӑл нумай шутласа тӑмасть — ҫулӑмпа алхасакан пӳрте вирхӗнсе кӗрет, пӗччен пурӑннӑ хӗрарӑма урама илсе тухса вилӗмрен ҫӑлса хӑварать.

Help to translate

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Ҫӗрпӳ районӗнчи тухтӑрсем утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Врачи Цивильского района спасли пасечника от смерти.

Утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35111.html

Тӗрӗслӗх хӗн курать пирӗн колхозра, ӑна вилӗмрен хӑтармалла.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑлчансемпе вӑрҫнӑ чух хӑйӗн халӑхне пусмӑртан, вилӗмрен хӑтарнӑ вӑл.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кулатӑр та, анчах ун чух эсир ӑнсӑртран кӑна вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ вӗт, — тиркешрӗ Таранов.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пурнӑҫ илемӗ» кӗнекене кӗртнӗ «Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче» повеҫре А. Янташ совет салтакӗсем вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче тӑшмана хирӗҫ вилӗмрен хӑрамасӑр паттӑррӑн кӗрешни ҫинчен сырать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак врач йывӑр аманнӑ пӗр ҫамрӑк хӗре вилӗмрен ҫӑлса хӑварать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Виссарион Игнатьевич ҫав хӗре хӑйӗн аппӑшӗн ӗнине вилӗмрен хӑтарнӑшӑнах качча илмен паллах.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пирӗн ӗнене ҫурхи шыв-шурлӑ шырлана кӗрсе ӳксен Севет вилӗмрен хӑтарчӗ», — тетчӗ Татти инке.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Унӑн ашшӗ, Павӑл пичче, вӑрҫӑра мана вилӗмрен хӑтарнӑ, ӑнланатӑр-и, вилӗмрен!

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗнесене вилӗмрен хӑтарасшӑн вота кӗнӗ вӑл.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вилӗмрен ҫӑлӑнса юлмалла пирӗн!

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла каласа, Алюнов хӑйне ҫеҫ мар, юратуне те, савнӑ Укаслуне те вилӗмрен ҫӑлать тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран вара хӑй вӑйпута вилӗмрен ҫӑлчӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аран вилӗмрен хӑтӑлса юлчӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эпӗ сана икӗ хутчен вилӗмрен ҫӑлтӑм…

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed