Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑму (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Арӑму тата? — иккӗленсе ыйтрӗ Григорий.

— А жена? — нерешительно спросил Григорий.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Теприне хуҫса ямарӗ-и-ха арӑму?

Другую тебе баба не отшибла?

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арӑму патне ҫитме хыпаланатӑн ӗнтӗ.

К жене едешь не доедешь.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арӑму, ҫапах та вырӑну патӗнчен пӑрӑнман пулӗ, ӗҫтернӗ, ҫитернӗ…

— Жинка вид постели, навить, не видходила, кормила, поила…

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Санӑн, Сережа, ҫав тери лайӑх тус — арӑму пур.

— У тебя, Сережа, замечательный друг — твоя жена.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Эппин, мӗншӗн тата кун ҫинчен арӑму умӗнче каласшӑн пулмарӑн? — тӗлӗнсе пӳлчӗ Григорий.

— Так чего ж ты об этом при жене не схотел гутарить? — удивленно прервал Григорий.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арӑму ӑҫта тата?

— А где же жена?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арӑму та сывах, хӗрӳ те ҫитӗннӗ, пӗр арҫынна путлӗ пӑхаймаҫҫӗ — намӑс!

И жена не хворая, и дочь невеста, а одного мужика не могут обиходить как следует — срамота!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй допрос хыҫҫӑнах, Прохора чӗнсе илсе, хоперсен полкӗнчи хӗрлӗ казака садра шӑппӑн тирпейлеме хушасса вӑл пӗлчӗ-ха; пӗлнӗ ҫинчех ӑна, ӑшӗнче кулса: «Арӑму патне яратпӑр… Ка-ях», — тесе каларӗ те, ҫын пурнӑҫне татнипе кӑмӑлӗ кӑштах ҫырлахнӑ евӗр, чун савӑннине туйрӗ.

Ведь испытал же он некоторое злорадное чувство, что-то похожее на удовлетворение, когда с усмешкой про себя проговорил: «Пустим к жене… Ступай», — а сам знал, что сейчас позовет Прохора и прикажет хоперца стукнуть в садах.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Арӑму патне ярӑпӑр…

Пустим к жене…

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Арӑму мар кунта!

Нечего тут.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ну, ирт, ирт, шӑллуна алӑ тыт, аннӳне савӑнтар, арӑму ав тунсӑхласа ҫитрӗ…

Ну иди-иди поручкайся с братом, матерю порадуй, жена вон истосковалась…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӗҫех арӑму та йышӑнми пулать сана.

 — От тебя и баба твоя скоро откажется.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, ывӑлӑм, терӗ Тимофей Ильич — арӑму пулассине илсе килтӗн, ҫутти пур-и сан?

— Ну, что ж, сыну, — заговорил Тимофей Ильич, — нареченную жену ты привез, а русская горькая у тебя имеется?

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кала тархасшӑн, мӗншӗн эсӗ Иринӑна хӑв арӑму тетӗн вара, бронь хутӑн пулать, анчах хӑв патна илсе каймастӑн?

Ну, скажи, зачем ты объявил Ирину своей женой, наложил, так сказать, бронь, а к себе не берешь?

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ну, савнӑ чунӑм, эпӗ сана арӑму пек чуптӑвам, анчах мӑшӑрланма эпир икӗ уйӑхран мӑшӑрланӑпӑр.

Ну, милый, хочешь, поцелую тебя, как жена, а поженимся через два месяца.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана хӑв арӑму тесе шутла… анчах…

Считай меня своей женой… но…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Маттур сан арӑму! — терӗ Сергей.

— Молодец у тебя жена! — сказал Сергей.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тем тесен те, арӑму вырӑн та хатӗрлесе хурӗ, апатне те пӗҫерӗ, чейне те вӗретсе лартӗ…

Как там ни говори, а жена и постель приготовит, и обед сварит, и чаю согреет…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сережа, — терӗ Ирина, — мӗншӗн эсӗ пӗтӗм ҫын умӗнче мана хӑв арӑму терӗн?

— Сережа, — говорила Ирина, — зачем ты при всех назвал меня своей женой?

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed