Шырав
Шырав ĕçĕ:
Илья Алексеев ҫав кӗнеке авторӗсене ман атте ятне аса илсе ҫыртарнӑ, Брест крепоҫӗнче хӑй те 333-мӗш полкра ҫапӑҫнӑ, тыткӑна лекнӗ, унтан тарса ӳкме пултарнӑ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Николай Харитонов Ржев патӗнче хӑйӗн чапне полкра анчах мар, дивизире те кӑтартнӑ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Полкра, пирӗн пӗтӗм дивизире те Мария сестра пек ҫаврӑнӑҫлӑ та пултараканскер пулман тесен те юрать.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
— Ку полкра йӑла ҫавӑн пек.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫитменнине тата тупӑсем ҫухалас пулсан, вӑл полк командирешӗн служба енӗпе ырӑ мар пулма пултарассине, полкра тахҫантанпа пурнакансем каланӑ тӑрӑх, хӑй курнӑ тӗслӗхрен витӗр пӗлсе тӑнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗрен килекен танкистсем полкра присяга парас умӗн офицерсем вӗсене совет ҫыннисен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗпе тӑшман аллинчен сыхласа хӑварнӑ мухтавлӑ ялава ҫӗнӗрен ҫуралнӑ полк ҫапӑҫусемпе Украинӑран Румыние, кайран вара Тарнопольрен Польша витӗр, нимӗҫсен пилӗк провинцийӗсем тӑрӑх Берлина илсе ҫитернин историне каласа параҫҫӗ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Танковӑй полкра сакӑр ҫын кӑна тӑрса юлнӑ: Василий Шамриха аслӑ лейтенант, Степан Шаповаленко политрук, Леонид Якута лейтенант, Григорий Лысенко старшина тата Никита Яковлев, Лев Насонов, Николай Ожерелов, Александр Савельев салтаксем.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Кампа кӑна курнӑҫма тивмерӗ пуль мана ун чухне полкра, ҫавсем пурте ҫак сӑмаха ӑшӑ кӑмӑлпа калаҫҫӗ, ҫитӗнсе ҫитмен ача ҫинчен калаҫнӑ пек мар, пӗр кулмасӑр калаҫҫӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Вӗсене полкра темӗнле трагеди пулнӑн туйӑнать, ҫавӑнпа та унта май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитмелле.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Воронцовӑн сӑн-пичӗ ҫуталчӗ, вӑл йӗнер ҫинче тӳрленсе ларчӗ те каллех, ӑна Хома полкра кулленех курма хӑнӑхнӑ пек, ҫирӗп, кӗрнеклӗ Воронцов пулса тӑчӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Рота командирӗ полкра.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сержант пенӗ чух вӑл хӑй пӑшалӗн сассине лере, тӑван полкра, илтнине лайӑх чухлать.Когда сержант стрелял, он ясно представлял себе, что выстрелы слышат и там, в его родном полку.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл полкра тата дивизире чи лайӑх оратор шутланать.Он справедливо считался лучшим оратором в полку и в дивизии.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянский полкра коммунистсен пухӑвӗнче пулни ҫинчен Черныш пӗлет.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянский ҫак полкра хӑҫантанпа ҫапӑҫнине пӗлетӗн-и?
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Полкра вӑл ҫемье амӑшӗ пекех.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Теприсем, чирлесе ӳксен, медсанбата выртаҫҫӗ, Воронцов вара чирне полкра ирттерет, вӑл урӑхла мӗнле те пулин пулма пултарасси ҫинчен шухӑшлама та пултараймасть.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл вӗт сирӗн Петропа пӗр полкра пулнӑ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Унпа вӗсем тӗрлӗ полксенче пӗрле ҫапӑҫнӑ, тӗрлӗ ҫӗрсене ҫитнӗ — пӗчӗк-им-ха Раҫҫей? — анчах Петропа пӗр полкра пулнӑ станичниксем, таҫта Кубань ҫӗрӗнче, Жлобин отрячӗпе ҫапӑҫса, полкӗпех пуҫӗсене хунӑ, имӗш.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Ҫав полкра эпӗ пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх иккӗмӗш ҫулхи июлӗн тӑваттӑмӗшчен Севастополе хӳтӗлекенсемпе пӗрле ҫапӑҫрӑм.В этом полку я участвовал в обороне Севастополя до четвертого июля 1942 года.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.