Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑвӑн хӗрне манӑн ывӑла качча пар» тесе калама янӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иудея патши Амасия канашласа пӑхнӑ та Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывӑлӗн Иоахазӑн ывӑлӗ патне — хӑйӗн элчисене янӑ, ӑна: куҫа-куҫӑн курса калаҫма тух, тесе калама хушнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн Иуда килӗн патши йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ӑна Илия пророкран ҫыру ҫитнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Давид аҫунӑн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Иосафат аҫу ҫулӗпе, Иудея патши Аса ҫулӗпе ҫӳременшӗн, 13. Израиль патшисен ҫулӗпе кайнӑшӑн, Ахав килӗ астарса янӑ пек, Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗшӗн, хӑвӑнтан лайӑхрах пӗртӑванусене вӗлернӗшӗн 14. Ҫӳлхуҫа акӑ санӑн аслӑ халӑхна, санӑн ывӑлусене те, санӑн арӑмусене те, санӑн мӗнпур пурлӑхна та пӗтерӗ, 15. сана хӑвна хӑрушӑ чирпе, ӑш чирӗпе, асаплантарӗ, чирӳ кунран-кун араслансах пырӗ, ӑшу-чиккӳ туха-туха ӳкме пуҫлӗ».
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосафат, Иудея патши, Израиль патшипе Охозияпа, саккуна пӑсса пурӑннӑскерпе, ҫыхӑну тытма пуҫланӑ, 36. унпа вӑл Фарсис ҫӗрне карапсем туса ярас тӗллевпе ҫыхӑннӑ; вара вӗсем Ецион-Гавер хулинче карапсем тунӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосафат, Иудея патши, хӑй килне Иерусалима ӑнӑҫлӑнах таврӑннӑ.1. И возвращался Иосафат, царь Иудейский, в мире в дом свой в Иерусалим.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши пулманнине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.32. И когда увидели начальники колесниц, что это не был царь Израильский, то поворотили от него.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иосафата курсассӑн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сири патши хӑйӗн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене ҫапла хушнӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗнӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф патне тухса кайнӑ.28. И пошел царь Израильский и Иосафат, царь Иудейский, к Рамофу Галаадскому.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 26. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе каланӑ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.